Ҫӗнӗ уяв – Атте кунӗ
Ҫӗршывра тата тепӗр ҫӗнӗ уяв пулса тăчӗ. Вăл – Атте кунӗ. Календарьти ҫӗнӗ дата Раҫҫей Президенчӗн указӗпе вăя кӗрет.
Аттесен кунӗ, ноябрь уйăхӗнче паллӑ тӑвакан Анне кунне туллилентерет. Унӑн датине октябрь уйăхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунне палӑртнӑ, кӑҫал вӑл октябрӗн 17-мӗшне тӳрӗ килет.
Ҫак уява пӗрремӗш хут Америкăра ирттерме пуҫланӑ. Унӑн историйӗ амăшӗ вилнӗ пӗр ҫемьен историйӗпе ҫыхӑннӑ. Америкăра пурăнакан Сонора Додд ашшӗне тав туса, хула администрацине аттесене халалласа уяв ирттермелли сӗнӳ кӗртет. Сонорӑн ашшӗ, мăшăрӗ вилнӗ хыççăн, ултӑ ачине хӑй кăна воспитани парса ӳстернӗ. Уява çак хулара 1910 ҫулта палăртса ирттернӗ. Тепӗр вунӑ ҫултан вара пӗтӗм Америкӑра ирттерме пуҫланӑ.
Атте кунне ирттересси ҫинчен район ҫыннисен шухӑшӗсем:
– Атте кунне палăртса ирттерессине тахҫантанпах ирттермелле пулнӑ. Халӗ вӗт календарьте мӗнле кăна дата çук, ҫавсем хушшинче Атте кунӗ пулни те пысăк тимлӗх йышăнса тăрать. Апла кăна та мар, Атте кунне палăртса ирттерни патшалăх шайӗнче ачасене воспитани парас, ҫемье хаклӑхӗсене сыхласа хӑварнă çӗрте ашшӗсен рольне палăртма, авторитетне çӗклеме те пӗлтерӗшлӗ вылӗ, – тет районти Ашшӗсен совечӗн ертӳҫи Ильмир Измайлов.
Данир хазрат Шарафутдинов, район мухтасибӗ:
– Ҫемьере ачана ашшӗн воспитанийӗ, ашшӗн сӑмахӗ ҫитменнине час-часах сисетпӗр. Уйрӑмах арҫын ачасемшӗн ашшӗ тӗслӗх пулса тăрать. Атте кунӗ ҫемьере, ачасен умӗнче ашшӗн ролӗ, авторитечӗ ҫинчен шухӑшлама хистӗ.
Зульфия Юсупова, районти халӑхăн социаллӑ хӳтӗлев уйрăмӗн ертӳçи:
– Юнашарах çемье пурнăçне пӗччен туртакан, ачисене тӗрлӗ енчен тӗслӗх е мăшăрӗ вилнӗ хыççăн ачисене пӗччен воспитани паракан мӗн чухлӗ аттесем пурăнаççӗ. Эпӗ хам та ӗç вăхăтӗнче çакăн пек аттесемпе час-часах калаçатăп. Акă çакăн пек аттесене тӗслӗхе илсе кăтартассишӗн çак дата тата тепӗр тӗслӗх пулса тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев