Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗнӗ ҫул каҫ

Калав

Декабрӗн 31-мӗшӗ те вӗҫленсе килет. Сисĕнмесĕр тата тепĕр ҫул хыҫа юлать. Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илмелле вӑхӑт та сахал юлчӗ. Сехет йӗпписем те шак-шак шакасса малалла васкаҫҫӗ. Калӑн хӑвалаҫҫӗ вӗсене. Лиза кухньӑра иртенпе хатӗрленет, пахча-ҫимӗҫне касса савӑтсем ҫине хитрелетсе хучӗ. Духовкӑра тӗтӗмлӗне хур какайӗ пиҫет. Максим та ирех тирпейлеме пулӑшрӗ, кавирсене пылесоспа тусанран тасатрӗ.

— Уяв ирттерме тем ҫитмест пек, — ыйтуллӑн пӑхрӗ диван ҫинче кино кураканскертен.
— Чӑрӑш! Чӑрӑшсӑр уяв пулать-и? — терӗ Максим хӑвӑртрах тумланнӑ май.
— Хальччен сутса пӗтернӗ пуль ентӗ, кӑнтӑрла та иртнӗ, — Лиза мӑшӑрӗ васканӑ май калаҫрӗ тӗпелте.
— Ҫук пуль-ха, каҫччен ӗҫлеҫҫӗ, — алӑка хупса тухса кайрӗ.

Туххӑмрах Макҫӑм пасартан туянса та килчӗ. Хваттерте самантрах чӑрӑш шӑрши сарӑлчӗ. Вӑрманти илемлӗскере теттесемпе ҫакса илемлетрӗҫ. Сӗтел те тулӑх апат-ҫимӗҫпе тулса та ларчӗ. Уява та килте иккӗнех кӗтсе илеҫҫӗ ҫамрӑк мӑшӑрсем. Тусӗсене чӗнсен те тепӗр кунне килме шантарчӗҫ. Кашниех хайӗн ҫемйипе уявласшӑн ӗнтӗ. Кун та каҫ енне сулӑннӑ. Урамра та ҫутӑ юписене ҫутнӑ. Кил-ҫурта тирпейлесе пӗтерсен мӑшӑрӗ ҫумне ларчӗ Лиза та. Иккӗн шӑкӑлтатса калаҫса ларчӗҫ.

— Эпӗ торт илме маннӑ, пӑхатӑп та, сĕтел ҫинче та тем ҫитмест пек туйӑнчĕ, кайса туянам-ха? — сиксе тӑчӗ диван ҫинчен.
— Ҫитет веҫех, сӗтел тулли ҫиме, мӗн кирли пурте пур. Ытла тӑкакланмасан та юрĕ те, — пӑшӑрханӑвне сирме тӑрӑшрӗ Максим.

Ҫук вӗт, кам-тӑр, атя, тесе чӗннӗ евӗрех мӑшӑрӗ васкаса тумланса тухса кайрӗ. Урамра юр та лапка-лапка ҫӑвать. Тавралӑх та ҫуталса кайнӑ. Лиза урампа утнӑ май кашнин чӳречисенсенех тӗрлӗ тӗспе гирляндӑсем ялкӑшнине сӑнаса пычӗ. Хитрен курӑнать хула урамӗнчи асамлӑх та. Капӑрлатнӑ чӑрӑшсем ҫинче те тĕрлĕ-тĕрлĕ ҫутӑсем ҫунаҫҫĕ. Парксенче те юртан ӑсталанӑ тĕрлĕ кӳлепесем куҫа илĕртеҫҫĕ.
Лавккана ҫитсен чи хитрен курӑнакан тортне суйласа илчӗ, мандаринсем та тултарчӗ пакета пӗр килнӗ чухне. Кассӑра тӳлӗнӗ хыҫҫӑн лавккаран тухса килĕ еннелле утрĕ.
Тем самантра пакет ҫурӑлса кайрӗ те мандаринсем тротуар ҫине енчен-енне сапаланса кайрӗҫ. Пӗшкӗнсе туххӑмрах суйлама пикенчӗ, иртен-ҫӳрен ан куртӑр тесе.

— Пулӑшмалла мар-и? Часрах та пулать иксĕмĕре, — илтӗнчӗ палламан сасӑ.
— Ҫук, часах пуҫтарса пӗтеретӗп, ан чӑрманӑр маншӑнах. Тен уява васкатӑр пуль? — пуҫне ҫӳлелле ҫĕклесе илчĕ.
— Васкамалли ҫук, килте пӗчченҫи пурӑнатӑп. Ӗҫрен таврӑнсан та, никам та кĕтмест мана, — пӗшкӗнсе иккӗн пуҫтарма пуҫларӗҫ.
— Епле-ха пӗчченех, мӑшӑрӑр вара? — ыйтрӗ Лиза та.
— Авланман-ха эпӗ. Кушак пур ӗнтӗ, пӗчченех мар та, — кулкаласа калаҫрӗ.
— Эпӗ Лиза ятлӑ. Эсир вара?
— Лиза, Елизавета апла. Эпӗ вара, Антон.

Торт туянма тухса кайнӑскер, вӑхӑт иртнине те манса кайрӗ. Пуҫтарса пĕтерсен тав туса сывпуллашрӗҫ, уявпа саламларĕҫ пӗр-пӗрне.
— Ӑҫта ҫӳререн ҫак вӑхӑтччен? Кайни те сехет ытла вĕт. Лавккара ҫын нумайччӗ-и? Шырама тухашӑнччӗ таврӑнманнипе. Темĕн ҫинчен те шутларӑм ҫак вӑхӑт хушшинче.
— Утнӑ чухне шуса ӳкрӗм те, мандринсем сапаланса кайрӗҫ, пуҫтартӑм вара, — суйма тӑрӑшрӗ тĕрĕслĕхе каличчен.

Иккĕшĕ те ҫĕнĕ кĕписене тумланса уяв сĕтелĕ хушшине ларса вырнаҫрĕҫ. Сенкер экранран курантстен сехечĕ вуникĕ хутчен ҫапнӑ вӑхӑтра сунӑмсем каларĕҫ.

— Ҫитес ҫул ҫемье ача сассипе туллилентӗр.
— Ҫапла пултӑр! Арҫын ача ҫуралсан — Антон, хӗрне — Ева ят парӑпӑр.
— Килӗшетӗп санпа, манӑн Елизавета, эс калани — саккун! — килĕшсе пуҫне сĕлтрӗ йӑл-кулса Максим.
— Асамлӑха шанса пурӑнар. Телей кайӑкӗ те вӗҫсе килтӗр. Ҫӗнӗ ҫулта ытларах савӑнӑҫӗ пултӑр, хуйхи-суйхи кивӗ ҫула юлтӑр!
— Мӗн ӗмӗтленни пурте пурнӑҫа кӗтӗр! Тӑнӑҫ пурнӑҫ хуҫалантӑр ҫĕр чӑмӑрĕ ҫинче!

Çĕнĕ ҫул ячĕпе шампань эрехне шаклаттарса уявпа саламларĕҫ пĕр-пĕрне мӑшӑр кӑвакарчӑн. Çĕнĕ ҫул хуҫалансан карас телефонĕ те шӑнкӑртатма чарӑнмӑре, ашшĕ-амӑшĕ, тусĕсем пурте уявпа саламласа ырлӑх-телей, сывлӑх сунчĕҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев