«Талантсен планети» ачасен творчество çуртӗнче районти малтисен наставникӗсене тата вӗренекенсене «Малтисен юхăмне» йышӑнмалли мероприяти пулса иртрӗ.
Мероприятире Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗçӗсен, спорт тата туризм ӗҫӗсен уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов, регионти уйрӑмӑн тӗп специалисчӗ Лиана Рафикова тата пирӗн районти «Малтисен юхăмӗн» наставникӗсем хутшӑнчӗҫ.
Наставниксем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх, аслă çултисемшӗн тӗрек пулма, çумрисемпе тимлӗ пулма ăнтăлма, ӑрусен астăвăмне упрама, юратнӑ Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме тупа турӗç. Вӗсене значоксем, командӑн пӗрлӗхне тата туслӑхне хăватлантаракан, пӗрлештерекен сулăсем пачӗç.
Мероприяти вӑхӑтӗнче наставниксене видео урлӑ ТР Раисӗн пулăшуçи, «Малтисен юхӑмӗн» республикăри уйрӑмӗн ертӳҫи Тимур Сулейманов та чӗнсе каларӗ.
– Малтисен юхӑмӗ – вӑл паян пирӗн ҫӗршывра пулнă ҫӗнӗ чăнлăх. Эсир ҫамрӑксене воспитани паракан, хамӑрӑн Тӑван çӗршыв аталанӑвне малтанхи никӗс хывакан наставниксем, – терӗ вăл.
Наставниксене йышӑнмалли мероприяти хыҫҫӑн, районти чи хастар ачасене «Малтисен юхӑмне» йышӑнчӗç.
Мероприяти вӗренекенсен флешмобӗпе вӗҫленчӗ.
Нет комментариев