Тӗн тата çын
Мӗн авалтан чӑваш халӑхӗ ӑна çав тери тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илнӗ. Сĕтел хатĕрленĕ, сӑра вĕретнĕ, пӳрте ҫуса тасатнӑ, кил-картинче тата урамра пуçтарнӑ. Мӑнкун умĕн мунча хутнӑ. Ҫĕрле хĕвелтухӑҫ енчи сӑрт ҫинче ҫамрӑксем кӑвайтсем чĕртнĕ. Ирхине таса та ҫĕнӗ уявламалли тумтирсем тӑхӑннӑ, хĕвел тухнине кĕтме кайнӑ. Ватӑ ҫынсем те йышлӑ пуçтарӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра ачасене тырӑпа тата хӑмлапа сапнӑ, пӗчӗкскерсем сывӑ та ӑслӑ ҫитӗнччӗр тенӗ. Шӑпӑрлансем ҫулталӑкӗпех чирлемесӗр пурӑнас тесе ҫӗр ҫинче йӑваланнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗтӗр-шакӑр яла таврӑннӑ. Ял тӑрӑх хӑнана çӳренӗ. Вӗсене аслисем кӗтсе илнӗ, пылак ҫимӗҫпе, йӑвапа тата хӗретнӗ ҫӑмартапа хӑналанӑ.
Мăнкун кун ют çын пырсан ăна ĕлĕкренех пӳртре сак е пукан çине тӗк минтер çине лартма тăрăшнă. Ӑна çӑмарта, мӑйӑр, хӗвелçаврӑнӑш, кукӑль-çӑмах парса хӑналанӑ, уйрăмах тутлӑ апат ҫимĕҫ ҫитернĕ. Çакӑ кильти выльӑх-чĕрлĕх лайӑх ӑнтӑр тенине пӗлтернӗ. Пукан çинче лараканӑн шӑп лармалла пулнӑ, çакӑ çӑмарта пусса ларакан кайӑк-кӗшӗк лӑпкӑн ларса чӗпӗсем ӑратлӑ тухасса пӗлтернӗ. Енчен те пӗрремӗш килекен хӑна хӗрача пулсан килти ӗне е сурӑх пӑрушка пуласса пӗлтернӗ, арçын ача пулсан – вӑкӑр е така. Ҫавӑнпа хĕрпе каччӑсене пĕрле ҫӳреме каланӑ. Халĕ те ҫак йӑла-йĕркесем сыхланса юлнӑ ялта. Мăнкун çитиччен кăшт маларах урам варрине мăн чуччу çакнӑ. Кăнтăрла унта ачасем ярăннӑ, каçхине вара хĕр упраçсемпе яшсем. Çамрӑксем мӑшӑрӑн ярӑннӑ, хӑш Мăнкун уявӗ мӑшӑрӗ çӳлерех ярӑннӑ, çавсем çӗнтернӗ. Чуччу ярӑннӑ хыççӑн тӗрлӗ вӑйӑ вылянӑ. Мӑнкунра чӑвашсем хурӑнташ-тӑвансем патне рете ҫӳренӗ.
Мӑнкун сӗтелӗ çине мӗн-мӗн лартнӑ-ха? Çӑмарта хӑпартни, хӗрлӗ çӑмарта, чӑкӑт, икерчӗ, йавачӑ, пӳремеч, шӑрттан, шӳрпе, тултармӑш, ятарласа сӑра вӗретнӗ. Кил хуçисем сӗтеле май пур таран пуянрах хатӗрленӗ, çакӑ вӑл пурнӑç малалла пуян пуласса пӗлтернӗ. Кӑнтӑрла ҫитсессĕн тӑвансем йӑхра чи аслисен килĕнче пуҫтарӑннӑ. Сĕтел хушшине лариччен кĕл тунӑ. Кил хуҫи иртнĕ ҫулшӑн тав тунӑ, ҫĕнĕ ҫулта ырлӑх ыйтнӑ, ваттисене асӑннӑ. Мăнкун пăтти çинĕ.
Нет комментариев