Хыпарсем

«Малтисен юхăмӗ» Çӗпрелӗнче

«Малтисен юхăмӗ» — интересӗсем тӗрлӗрен пулнă ачасене пӗрлештерекен организаци

«Малтисен юхӑмӗн» командине, çаплах, мероприятире хутшăнакансене Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата районти «Малтисен юхӑмӗн» вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Венера Гараева саламларӗç.
Марат Ринатович çак юхăмăн идейисене, ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнине палӑртрӗ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑксем спортра, культура сенӗпе, пултарулӑхра та пур енлӗн уҫӑлма пултараҫҫӗ.

"Районта ҫакӑн валли пур условисем те пур. Хӑюллӑ, хастар пулӑр, яланах хусканура пулӑр«,— терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче тӗрлӗ площадкӑсем ӗҫлерӗç. Организаторсем «Малтисен юхӑмӗн» («Движение первых») проекчӗсемпе паллаштарчӗç, республикӑра ачасемпе ҫамрӑксемшӗн мӗнле майсем пурри ҫинчен каласа пачӗç.

— Юхӑмӑн тӗп тӗллевӗ — ачасемпе ҫамрӑксене хӑйсене кӑтартма, тӗрлӗ сферӑра ҫитӗнӳсем тума, хӑйсен ҫулне тупма май парасси. Раҫҫей Федерацийӗнче 12 тӗрлӗ ҫул-йӗр ӗҫлет, Тутарстан Республикинче — 13. Вунвиççӗмӗшӗ — тăван чӗлхе çул-йӗрӗ енӗпе. Енчен те шкулсенче ачана интереслентерекен çул-йӗр енӗпе кружок е секци пулмасан, эпир ӑна туса пама, пулӑшу памалли майсем шыратпӑр, — тесе калаçрӗ Адиля Фаттахова. 

Справка

«Малтисен юхӑмӗ» Раççейри ачасен тата çамрăксен юхăмӗ. ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗ. Раççейре ачасемпе çамрăксен юхăмӗ 2022 ҫулхи декабрӗн 18-мӗшӗнче ҫӗршыв влаҫӗсем пуҫарнипе ҫамрӑксене воспитани пама, вӗсен вӑхӑтне йӗркелеме тата «Раҫҫейри традициллӗ, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗллевӗсене тӗпе хурса» тӗнче тавракурӑмне йӗркелеме пуҫарнӑ. Юхăмăн надзор советне В. Путин хӑй ертсе пырать. Юхăма йӗркелесси ҫинчен калакан закон проектне Патшалăх Думин Пӗтӗм Союзри В. И. Ленин ячӗллӗ пионер организацийӗ 100 ҫул тултарнӑ кун кӗртнӗ . Организацие ачасене ултӑ ҫултан пуҫласа йышӑнӗҫ, ун ретӗнче шкул е колледж пӗтеричченех тăма пулать.


Нет комментариев