Хыпарсем

Кустăрмасене хӗллехипе улӑштар!

Октябрь уйӑхӗнче водительсенчен нумайӑшӗ машинăсен кустӑрмисене улӑштарма пуçларӗç.

Октябрӗн юлашки кунӗсем ҫывхарса килеҫҫӗ, кунсерен сивӗтсе пырать, Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗсенче, ҫавӑн пекех, пирӗн районта юр ҫурӗ тата шăнтрӗ. Законпа килӗшӳллӗн, хӗллехи кустăрмасем декабрь, январь тата февраль уйăхӗсенче çӳреме кирлӗ пулсан та, автомобиль хуçисем шинăсене маларах улӑштарма кирлӗ пулнине пӗлеҫҫӗ.

Таможня союзӗн «Кустӑрмаллӑ транспорт хатӗрӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ çинчен» регламенчӗ хӗллехи кустăрмасене декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн юлашки кунӗччен усӑ курма кирлине асăрхаттарать. Июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 31-мӗшӗчченхи тапхӑра та пырса тивет, çак тапхăрта шипланӑ кустӑрмапа ҫӳреме юрамасть. Ытти сезонсемшӗн уҫӑмлӑ правилӑсем ҫук.

— Сивӗнсен çуллахи резина хытать тата таса та типӗ асфальт ҫинче те тухӑҫлӑ тормоз тытассине тата ҫирӗплӗхе тивӗҫтерме пултараймасть, — ӑнлантарать Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов. — Ҫавӑнпа та ҫуллахи кустӑрмасене улӑштарма кирлӗлӗхӗн тӗп индикаторӗ — термометр юпи, урӑхла каласан, сывлӑш температури. Сывлӑш температурин оптималлă чикки +5° С пулса шутланать. Çанталăк сивӗтме пуçласан, шиномонтажа кайма вӑхӑт çитнӗ тесе шутлама пулать, пӑр е юр хӳсе лартасса кӗтмелле мар.


Нет комментариев