Куракинсен ҫемйи – фотоконкурс ҫӗнтерӳҫи
Хыпарсем

Куракинсен ҫемйи – фотоконкурс ҫӗнтерӳҫи

Халăхсен хушшинчи фотоконкурсӑн ҫиччӗмӗш сезонӗ иртрӗ

Упи ялӗнчи Куракинсен ҫемйи «Наци тумне тӑхӑннӑ амăшӗ тата ачасем» халăхсен хушшинчи фотоконкурсăн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Çак списока жюри суйласа илнӗ ҫӗршыври 50 ҫемье кӗнӗ.

Аса илтеретпӗр, 2026 ҫула Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. 

«Наци тумне тăхăннă амӑшӗ тата ачасем» конкурсӑн тӗллевӗсемпе тивӗçӗсем Указăн положенийӗсемпе туллин килӗшсе тӑраҫҫӗ – вӗсем этнокультура нумай енлӗхне упрама тата аталантарма, ҫемьери йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене ҫирӗплетме тата халӑхсен пӗрлӗхне искусство урлӑ кӑтартма тӗллев лартнӑ. Конкурсра виҫӗ номинаци сӗннӗччӗ.

Парнелемелли мероприяти 2026 çулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче Мускав хулинче Халăхсен хушшинчи форум шайӗнче иртӗ.

 


Нет комментариев