Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кӗрхи культурăсем мӗнле шайра?

Тухăçшăн

2023 ҫулăн кӗр кунӗсем çумăрсăр иртрӗç темелле. Ҫапах та, 2024 ҫулхи тырпул тухӑҫӗшӗн кӗрхи культурӑсен акине ирттерчӗç. Кӗрхи культурӑсен хальхи шайне уçăмлас тӗллевпе «Россельхозцентр» филиалӑн ертсе пыракан агрономӗнчен Ильгиз Азизовран ыйтса пӗлтӗмӗр.

— Районта кӗрхи калчасен лаптӑкӗ 10205 гектарпа танлашать. Вӗсенчен 9874 гектарӗ — кӗрхи тулӑ тата 331 гектарӗ — кӗрхи рапс.

Шел пулин те, кӗркунне нӳрӗлӗх нормӑн 20 проценчӗ кăна пулчӗ, ҫавӑнпа кӗрхи культурăсем питӗ начар шăтса тухрӗç, хӑш-пӗрисем пачах калчаланмарӗç. Ноябрь уйӑхӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тăчӗ тата уйӑх пуҫламӑшӗнче ҫумӑрсем пулчӗç. Акнӑ вӑрлӑхсем пурте тенӗ пекех шăтса тухрӗç, паянхи кун вара кӗрхи культурӑсен шайӗ вӑтам: вӗсенчен 2526 гектарӗ, е 25 проценчӗ лайӑх шайра, 3367 гектарӗ (33 проценчӗ) — вӑтам, 4312 гектарӗ, е 42 проценчӗ — начар (вăйсăр).

Паянхи кун тымарсенче продуктивлă нӳр запасӗ ҫителӗклӗ, ӳсентӑрансем ҫителӗклӗ шайра сахӑр пухнӑ, пӗтӗмӗшпе илсен, кӗрхи культурăсем хӗл каҫма хатӗр.
«Россельхозцентрăн» Ҫӗпрелӗнчи филиалӗ эрнелӗх кӗрхи культура шайне мониторинг туса пырать.

Хӗллехи тапхӑрта ӳсентӑрансен пурнӑҫ пултарулӑхне тетразолпа сӑрламалли меслетпе тӗрӗслетпӗр тата пӳлӗм температури вӑхӑтӗнче ӳстермелли монолитсем илетпӗр.
Паянхи кун ҫанталӑк ҫирӗпленчӗ, +5 градус температура пулсан вегетаци чарӑнать те. Халӗ пурте хӗллехи çанталăк условийӗсенчен килет. Аномаллӑ курăнусем пулмасан, кӗрхи культурăсем лайăх хӗл каçӗç, тесе пӗлтерчӗ агроном.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев