Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кӗрхи каникул пуçланать

Профилактика мероприятийӗ вăхăтӗнче район центрӗнче, шкулсенче тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ.

Районта ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑламалли «Кӗрхи каникул» пысӑк масштаблă мероприяти иртет. Вӑл кӑҫалхи октябрӗн 25-мӗшӗнче старт илчӗ, ноябрӗн 6-мӗшӗччен тӑсӑлать.

— Ҫул-йӗр юхӑмӗнче хутшăнакансен ҫак категорийӗпе лару-тӑру ҫивӗчленнӗ май, ачасене массӑллӑ вырӑнсенче турттармалли правилӑсене пӑсассине профилактикăлас енӗпе мероприятисем иртӗҫ.

Ҫул-йӗр правилисене шута илмен пӗчӗк ҫуран ҫынсене патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченӗсем тимсӗр хăвармӗç. Çул урлă каçмалли вырăнта правилăсене пӑснă факта полици ӗçченӗсем çамрăк юхӑм инспекторӗсен отрячӗсемпе, педагогсен, ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсен ушкӑнӗсемпе пӗрле асăрхаттарӗç. Право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан информацие ҫуран ҫынсем вӗренекен вырӑна, малалла профилактика енӗпе ӗҫлеме, ярӗç.

Ҫавӑн пекех, полици ӗçченӗсем вӗренӳ организацийӗсенче вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе профилактика калаҫӑвӗсем ирттерӗç. Тематика лекцийӗсем автотранспорт предприятийӗсемпе ытти организацисенче иртӗç.

Кунсем кӗскелнӗ условисенче, ҫавӑн пекех, ҫанталӑк пăсăлнине пула килсе тухнă ҫул-йӗр условийӗсенче автоинспекторсем ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене тимлӗ, асӑрхануллӑ пулма тата ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курма чӗнсе калаççӗ, — тет Ҫӗпрел районӗнчи Шалти ӗçсен министерствин ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

Справка


2023 ҫулхи 9 уйӑхра республика ҫулӗсем ҫинче 347 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 11 ача вилнӗ тата 361 аманнӑ.
Ачасене транспорт хатӗрӗсенче турттарнӑ чухне аварипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 10 ача-пассажирăн пурнăçӗ татăлчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев