Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кӗрхи ярмăрк-кăсем пуҫланчӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

Ҫӗпрелӗн ял хуҫалӑх производителӗсем, ял тӑрӑхӗсем, предпринимателӗсем, пӗлӳ паракан учрежденийӗсем Хусан хулинче йӑлана кӗнӗ кӗрхи ярмӑрккӑна хутшӑнаççӗ.

Çакăн пек ярмăркка иртнӗ шăматкун пулчӗ. Ҫӗпрел ҫыннисем хула ҫыннисене ял хуҫалӑх продукцийӗн анлӑ ассортиментне: ҫӗрулми, кишӗр, пыл, аш-какай, сӗт-ҫу продукцийӗ, ҫӑмарта, çӑнӑх, сахӑр песокӗ тата ытти те сӗнчӗç. Кусемсӗр пуçне пӗрчӗллӗ культурăсене те ăнăçлă хакпа сӗнчӗç.

Продукцие ярмăрккăна илсе каймашкăн  29 единица автотранспорт хутшăнчӗ.

Ҫӗпрел ҫыннисем, яланхи пекех, Батыршин урамӗпе хӗресленнӗ ҫӗрте суту-илӳ тӑваççӗ. Кунта Хусан çыннисем культура ӗҫченӗсен вăйӗпе хатӗрленӗ пысӑк концерт программине курма пултарчӗç.

Ярмăркка мӗнле пынипе ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн çумӗ Ришат Хабипов паллашрӗ. Унпа пӗрле Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов тата ял хуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ Тальгат Халитов çӳрерӗç.

Кӗрхи ярмăрккӑсем декабрь уйăхӗ вӗçленичченех пулса тăрӗç.

Пирӗннисем Хусан хулинче йӗркелекен ярмăрккăсенчен черетлине октябрӗн 2-мӗшӗнче кайӗç. Çак кун районти пасар территорийӗнче ватăсемшӗн те ярмăркка иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев