Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кӗрхи ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ

Пирӗн ялта

Уй-хирсенче вырса-пухас ӗçсем вӗçленнӗ май çӗр ӗçчен-механизаторсем килес çулхи тухăç валли никӗс хывма тытӑннӑччӗ. Паянхи кун тӗлне кӗрхи культурӑсене акса пӗтерчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра обществӑсемпе агрофирма филиалӗсенче чӗкӗнтӗр кăларас, хӗвелҫаврӑнӑш вырасси пек ӗҫсем малалла пыраççӗ.

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен сентябрӗн 22-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, районта 930 гектар лаптӑк ҫинчи пылак тымарçимӗçе кăларнӑ. Кашни гектартан  тухнă вӑтам тухӑҫ  259,1 центнера тӳрӗ килет. «Р.А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче çак ӗҫ вӗҫленнӗ. «Цильна» обществӑра 320 гектар тутлă тымарçимӗçе кăларса илнӗ, кашни гектартан вӑтамран 350 центнер тухӑҫ тухать. Ҫак кунсенче «Дементьев ячӗллӗ агрофирма» та сахӑр чӗкӗнтӗрӗ кăларма пуçăннă. Агрофирмăра вӑтам тухӑҫ 161,54 центнера тӳрӗ килет. «А.А.Низамов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче те сахăр чӗкӗнтӗрӗн тухăçне пуçтараççӗ.

Районти хуҫалӑхсенче хӗвелҫаврӑнӑш культурине  вырса-çапас ӗçсем те пыраççӗ. Районӗпе çак культурăна 250 гектар лаптӑк ҫинче вырса-çапнă, кашни гектартан тухнă тухăç вӑтамран 18,4 центнера тӳрӗ килет. «Р.А. Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче çак культурăна 100 гектар лаптӑк ҫинче вырса-çапнă, кашни гектартан вӑтамран 20 центнер тухӑҫ тухать.

Çавăн пекех,  «А.А.Низамов», «И.Ф.Махмутов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем те хӗвелçаврăнăш культурине çапма пуҫӑннӑ.

Хуҫалӑхсенче, çавăн пекех, хӗл каçармалли тапхăр валли выльăх апачӗ хатӗрлеççӗ. Районта 3783 тонна утӑ, 48993 тонна сенаж, 28861 тонна силос тата 3856 тонна улӑм хатӗрлесе хунă. Паянхи кун пӗр пуç выльăх валли вӑтамран 20,9 центнер апат единици тӳрӗ килет (выльӑхсене хӗл каҫарассишӗн кашни пуç выльăх валли  вӑтамран 23 центнер апат единици пулма тивӗçлӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев