Иртнӗ эрнере Ҫӗпрел районӗнчи суд приставӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ турӗç. Ҫавна май эпир организацийӗн ертӳҫине Рамиль Калимуллина темиҫе ыйту патăмăр.
— Рамиль Ильмирович, эпир пурте пӗлетпӗр: суд приставӗсен ӗҫӗ — парӑма шыраса илес енӗпе суд решенийӗ-сене пурнӑҫлат-тарни. Парӑмли-семпе е укçа тӳлеменнипе суд патне çитернисем-пе ӗç илсе пыма ҫӑмӑлах мар-тăр...
— Ҫапла, парăмсен тӗрлисемпе ӗç илсе пыратпăр. Граждансен пӗр-пӗринчен илнӗ парӑмӗсем пур, кредитсемпе заемсене тӳлемен тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗ. Эпир алиментсемпе, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе йӑла ӗҫӗсемпе, пурлӑхпа ҫыхӑннӑ парӑмсене шыраса илесси ҫинчен суд йышӑннӑ решенисене пурнăçлаттаратпăр. Пирӗн коллективра ҫак тӗспе 13 ҫын ӗҫлет.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа паянхи куна çитиччен, сӑмахран, ӗç тăвакан 3070 ӗç хускатнă. Иртнӗ çултан юлнине те кӗртсе 4647 пурнӑҫлакан производствӑна вӗҫленӗ.
— Парӑмлӑ ҫынна парӑма тавӑрма миҫе кун парăнать?
— Законпа килӗшӳллӗн, парӑма ирӗккӗн тавӑрса пама пилӗк кунлӑх срока пӑхса хӑварнӑ. Ҫакӑн ҫинчен аса илтерекен ҫырӑва ҫын аллине параҫҫӗ. Халӗ «Госуслуги» электронлӑ портал та пулӑшать. Унта ҫын патне ҫыру ҫитни, унăн парăмӗ курӑнать. Парӑма 5 кун хушшинче тӳлемесен штраф хываҫҫӗ. Физически лицосемшӗн штраф сумми 1000 тенкӗрен кая мар, юридическисемшӗн — 10 000 тенкӗрен кая мар.
— Парӑмҫӑсемшӗн ют патшалӑх паспорчӗ çинчен, вӗсем ют ҫӗршыва кайма пултарайманнине те уçăмлăх кӗртер-ха.
— 30 000 тенкӗрен ытла парӑмӗ пулнисем, ăна хӑйсен ирӗкӗпе тӳлемесен, вӗсемшӗн ют ҫӗршыва кайма çул хупӑ пулӗ. Ҫавӑн пекех парӑмлӑ ҫын пурлӑхне регистрацилеме пултараймасть. Пулнă пурлӑхне те арест хываççӗ.
— Кӑҫал законсене улшӑнусем кӗртрӗç. Ку парӑмӗ пур çынсенчен парӑмӗсене шыраса илессипе çыхăннă. Паян парӑмҫӑсемшӗн пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк минимума пăхса тухнă-и?
— Ҫапла, ҫыннӑн пурлӑхӗ пур пулсан, вăл ӗҫ укҫинчен е пенсирен тӳлет. Анчах пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк минимум вӑл — унӑн хакӗ. Кун пек чухне парăмлă çын пирӗн организацие килсе ятарласа заявлени ҫырма тивӗçлӗ
— Тавтапуҫ калаҫӑвăршăн, Рамиль Ильмирович.
Нет комментариев