Апастово хула типӗнчи поселокра «КЭС-БАСКЕТ» ӑмӑртусен зона тапхӑрӗ иртрӗ.
Унта ăмăртусен муниципаллă тапхăрăн ҫӗнтерӳҫисем — 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн каччисен команди тата Çӗнӗ Йӗлмелӗ вăтам шкулӗн хӗрӗсен команди хутшӑннӑ.
Ӑмӑртусен зона тапхӑрӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн хӗрӗсен команди 2 вырӑна йышӑнчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен командине «КЭС-БАСКЕТ» федерацийӗн спорт формине туянма сертификат, Кубок тата грамота пачӗç.
Нет комментариев