Хыпарсем

Ҫитӗнекен ӑрушăн – тӗслӗх, вăл – кин, ачасене тӗрек

Районăмăрăн икӗ хисеплӗ çынни ҫак кунсенче çуралнă кунӗн юбилей датисене палӑртса иртрӗҫ. Вӗсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Данис Сатдинов, район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ветерансен районти совечӗн представителӗ Рустам Хамидуллин саламларӗ

Аслă Чăнлă ялӗнче пурăнакан 90 çулхи Амир Сибгатуллович Алимова тата Çӗнӗ Упи ялӗнче пурăнакан 95 çулхи Валентина Алексеевна Ярзуткинана  Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн саламлӑ телеграммисене, ҫавӑн пекех  парнесем тата чечексем пачӗç. Ертӳçӗсем ватăсене вăрçă тата вӑрҫӑ хыççăнхи ҫулсенчи ӗçӗсемшӗн тав турӗç, сывлӑх, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне туйса пурăнма сунчӗç.

Молотов вăрманӗсене каснă Валентина

Валентина Алексеевна Ярзуткина Ҫӗнӗ Упи ялӗн хисеплӗ ҫынни. Нумай йывӑрлӑхсем, сăнавсем урлă иртме тӳрӗ килет ăна. Хăй каланӑ тӑрӑх, вӗсем вӑкӑрсем кӳлсе вӑрман касма ҫӳренӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗрсене тимӗр-тăмăр пуҫтарма ăсатаççӗ. Стальногорск ятлӑ хулара вӗсем вагонсенче пурӑнаҫҫӗ. Канаш станцийӗнчен килне çити ҫуран таврăнни те хальхи пек асӗнче.

1953 ҫулта Валентина Алексеевна Молотов  вӑрманӗсене каснă çӗрте хутшӑнать. «Пӗр ҫын пуҫне 4000 тăваткал метр лаптăкра вӑрман касмалли план хучӗç. Питӗ тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр», – тет вӑл. Ҫак ӗҫшӗн СССР Вӑрман промышленность министерствин Хисеп грамотипе те парнеленет. Валентина аппа çак документа  халӗ те хăйӗн альбомӗнче питӗ сыхласа упрать.

Валентина Алексеевна качча тухса, пӗр хӗр ӳстерет. Шел пулин те, хӗрӗ вăрăм ӗмӗрлӗ пулмасть, ывӑлне тăлăха хӑварса, пурнăçран уйрăлса каять. Паянхи кун  юбиляра мӑнукӗ – Александр пăхать, кӗçӗн мӑнукӗ ҫитӗнет. Кашни кун вара  пулӑшма социаллӑ ӗçчен Екатерина Саландаева та килет.

Валентина Алексеевна уçă кӑмӑллӑ та хаваслӑ ҫын. Вӑл пӗрре те ахаль лармасть. Аслă çулсенче пулсан та ҫӗрулми, пахчаҫимӗҫ ӳстерет. Хӗллехи каҫсенче вара тӗрӗ ӗçӗпе интересленет. Пӳртри хăш кӗтесе илсен те, унăн алă ӗçӗсем вырăн илнӗ. Хӑнасене те  питӗ хавас пулчӗ вăл. Саламланӑшӑн тав турӗ, вăрăм ӗмӗр сунчӗ.

 

Строитель      Амир

Амир Сибгатуллович Алимов Аслă Чăнлă  ялӗнче ҫуралнӑ. Вăрçă йывăрлăхӗсене хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем урлă ирттернӗ аслă ӑру представителӗ пулнӑ май, вӑл мӗн ачаранах колхоз ӗҫӗнче хутшӑнма пуҫлать. Аслисемпе пӗр тан хирте ӗҫлет, ун хыççăн та пурнӑҫӑн чылай çулне колхоз, строительство ӗçне халаллать.

Мӑшӑрӗпе вӗсем пилӗк ача пӑхса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра ялта ывӑлӗпе, хӗрӗпе пурӑнаҫҫӗ.

 

Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернӗ Зухра

 

Римма Мавлютова

Паянхи кун Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Зухра Бухариева Зайнапбану аппапа Шайхулла пиччен пилӗк ачаллă çемйинче тӑваттӑмӗш ача пулса çут тӗнчене килет.

Ялти шкула 7 класс пӗтерсенех  колхозра ӗçлеме пуçлать. Хăйӗн  пӗрремӗш ӗç хăнăхăвне те ҫамрӑк хӗр фермӑра илет – сурӑхсем пӑхать. Тăрăшса ӗçлет хӗр. Тӗрлӗ ҫулсенче ăна çамрăк пăрусем пăхма та, ӗне сума та, сысна ферминче ӗçлеме те тӳрӗ килет. Вăл вăхăтра «Ирек»  колхозăн хӑйӗн улма-çырла пахчи те пулнӑ. Зухра аппана та çак пахчара ӗçлеме тӳрӗ килет.

Пӗр ял ҫыннипе Джамильпе пӗрле пурнăç çавăрса яраççӗ. Пилӗк ачана пурнăç парнелеççӗ. Джамиль – малта пыракан комбайнерсенчен пӗри. Шел пулин те, ӗмӗрӗ кӗске пулать.

– Питӗ лайăх  пурӑнтăмăр, аллисем ылтӑн –  кирек мӗнле ӗҫе те ҫӑмӑллӑнах пурнăçласа тухатчӗ. Вăл пурнăçран уйрăлса кайнине питӗ йывăр ирттертӗм, анчах шăпаран иртме çук тесе, пурăнтăм,– тет  Зухра аппа.

Зухра аппана ачисемшӗн пӗр вӑхӑтрах ашшӗ те, амăшӗ те  пулать. Вăл вăхăтра  Джамиль пиччен ашшӗ  Гомер пичче те, амăшӗ  Масуфа аппа та сывă пулаççӗ. Вӗсем иккӗшӗ те Зухра аппана тӗрек пулса, мăнукӗсене пăхса ӳстерме, вӗрентме пулăшаççӗ. Зухра аппа та колхоз ӗçӗнчен таврăнмасть та темелле, ачисене кашнине аслă пӗлӳ парассишӗн вăйне шеллемест.

– Турра шӗкӗр, хӗрсем те, ывӑлсем те пите хӗретмерӗç, вӗренчӗç, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнӗсене тупрӗç, ҫемьеллӗ, – тет Зухра аппа паянхи кунпа савӑнса.

Хуняшшӗпе хунямӑшне те пӑхса, вӗсен  пиллӗхне илсе, юлашки ҫула ӑсатать Зухра аппа. Паянхи кун хисеплӗ ветеранпа юнашар ывăлӗ Ильгизар, кинӗ Флера. Ашшӗн ӗҫне ывӑлӗ Ильгизар малалла тӑсать – ялăн малта пыракан комбайнерӗ вăл. Зухра аппан 11 мӑнукӗ тата 9 кӗçӗн мӑнукӗ пур.

Юбиляра уяв ячӗпе саламлама районти ветерансен совечӗн ертӳçин çумӗ Рустам Хамидуллин та килнӗччӗ. Вӑл хисеплӗ ветерана районти ветерансен совечӗ ятӗнчен саламлӑ открытка тата Тав çырăвӗ «Р.А.Бикчуров» хресчен-фермер хуçалăх ертӳçин Равиль Бикчуров ятӗнчен парне пачӗ, сывлӑх, телей сунчӗ.

 

Уçă кăмăллă Нурлебану аппа

Кивӗ Ишлӗ ялӗнче пурăнакан Нурлебану Халиулловна Мухаметзянова паянхи кун ялта  пӗчченех пурӑнать.

Мӑшӑрӗпе Расим Ибрагимовичпа вӗсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Ачисем халӗ хӑйсем те ӗнтӗ кукамайпа кукаçейсем, асанне-асаттесем: амӑшне сакӑр мӑнук, мӑнукӗсем 11 кӗçӗн мӑнук парнеленӗ. Шел пулин те, пӗр ывӑлӗн Нурлебану аппан трагедилле чӗри тапма чарăннă. Мӑшӑрӗсӗр  пӗччен пурӑнни те икӗ теҫетке ҫула яхӑн вăхăт иртнӗ.

Анчах пурнăçӗнчен ӳпкелешмест. Ачисем Ульяновск облаҫӗнче пурӑнаççӗ, час-часах килсе ҫӳреççӗ, вӑл хӑй те вӗсем патӗнче час-часах хӑнара пулать. «Ачана пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ», – тет Нурлебану аппа ачисемпе  кӑмӑллă пулнине пӗлтерсе.

Юбилярăн ӗҫ ҫулӗ «Алга» колхозра иртет. Аслă çулсенче пулнине те пăхмасăр, Нурлебану аппа питӗ хастар çын. Ӗҫсӗр ларма юратмасть, пахчаçимӗç, улма-çырла ӳстерет, чăх-чӗп усрать.

 

«Тимӗр рульлӗ тракторпа ӗҫлеме пуҫлани асра»

Гулия Фаизова

Хулаҫырми ялӗн хисеплӗ çынни Николай Иванович Никитин 75 ҫул тултарчӗ. Ӑна саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, вырӑнти хăйтытăмлăх, ветерансен совечӗн представителӗсем, ача сачӗн коллективӗ килнӗччӗ.

Хăнасем район пуҫлӑхӗ ятӗнчен Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа медаль, парнесем, чечексем пачӗç, ачасем сӑвӑсем каларӗҫ.

Николай Иванович питӗ тараватлӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын. Вӑл яланах ял-йыш, ачасем, ҫынсем хушшинче. Çакă паян та ҫаплах. Аслă çулсенче пулнине те пăхмасăр, юнашар кăна вырнаçнă  ачасен сачӗпе яланах ҫыхӑнура тăрать. «Ӑҫта та пулин,  мӗн те пулин юсамалла пулсан, ҫавӑнтах килсе çитет, пулӑшать», – тет ача сачӗн заведующийӗ Елена Мутина.

Юбиляр хăй те нумай ачаллӑ ҫемьере ӳсет. Ашшӗ – вӑрҫӑ ветеранӗ.

Николай Иванович пӗчӗкренех ӗçе юратакан çын пулса ӳсет. 1961 çулта, 8 класс пӗтернӗ хыççăн, колхозра прицепщик пулса та ӗçленӗ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑнах вара колхозра ӗҫлеме пуҫлать вăл. Асра юлни – тимӗр рульлӗ тракторпа ӗҫлеме пуçлани. 1962 çулта вара, Теччӗ районӗнчи Мăнастырскри училищӗне вӗренме кӗнӗ,  тракторист-машинист специальноçне  илсенех  тăван ялӗнче тракторист пулса ӗçлеме пуçлать. Каярахпа шофера вӗренсе тухса, çак ӗçпе ӗç çулне малалла тăсать. 1965 çулта вара çар службине каять. Смоленск хулинче хӗсметре тăрать. Унтан таврăнсан тăван колхозра ăна бригадира лартаççӗ.  Пултаруллă çамрăка яваплăрах ӗç парас шутпа Хусана виç уйăха вӗренме яраççӗ, таврăнсан çамрӑк специалиста колхозри комплекслă бригадăн бригадирӗ пулма ҫирӗплетеççӗ. Ҫав ҫулсенче «Путь Ленина» колхоз районта малта пыракан колхозсенчен шутланать. Хуҫалӑхра 5000тен ытла сурӑхӗ пулнă ферма пулни кăна та колхоз мӗнле ăнăçуллă пулнине кăтартать.

Каярахпа Теччӗре агронома вӗренсе тухать. Çаплах Николай Иванович 12 çул тӗп инженер, 1998-2003 çулсенче колхоз ертӳçи пулса ӗçлет. Ӗçре пысăк çитӗнӳсем тунăшăн нумай грамотăсемпе хакланнă, районти Хисеп хăми çинче те унăн сăнне курма пулнă.

 – Бригадир, ертӳçӗ ҫемйи тесе нихăҫан та килте лармарăмăр. Ачасемпе 5-шер гектар чӗкӗнтӗр ӗçлеттӗмӗр. «Ҫуркунне ҫитсен, анне, татах çак чӗкӗнтӗр», тетчӗҫ, – тесе  кулкаласа аса илет мӑшӑрӗ Клавдия аппа.

Клавдия Александровнӑпа Николай Иванович 5 ача пӑхса ӳстереççӗ. Паян икӗ ывӑлӗ – районта, иккӗшӗ Ульяновск хулинче пурăнаççӗ. Пӗр ывӑлӗ, шел, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă.

Паянхи кун  юбиляра çитӗнӗвӗсемпе 11 мӑнукӗ тата 2 кӗçӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.

Николай Ивановича ял халăхӗ питӗ хисеплет. Юбилейпе саламлама килнисем те вăл яланах çынсемпе тимлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ пулни çинчен каларӗç.

 

 


Нет комментариев