Чӑваш Ишлӗ ялӗнче пурӑнакан Аттинсем тӗрлӗ ӗç пурнăçлаççӗ: хурт-хӑмӑр ăсти те вӗсем, ӗне те усраççӗ...
Чӑваш Ишлӗ ялӗнчи Валерий Витальевичпа Альбина Вячеславовна Аттинсен ҫемйине ял ҫыннисем тăрăшуллă та ӗҫчен пулнăшăн хисеплеççӗ. Унччен те кил-картиш тулли выльăх усракан ҫемье, патшалӑх пулӑшăвӗпе усӑ курса, выльӑх-чӗрлӗх йышне тата ытларах ӳстерме палӑртнӑ.
— Çакăн пек субсиди çинчен эпир хамӑр ял ҫыннинчен, тӗрӗсрех каласан, ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗнчен Владимир Шумиловран пӗлтӗмӗр. Вӑл мини-ферма тума субсиди пурри ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫак пулӑшупа усӑ курма сӗнчӗ. Ҫак программӑна хутшӑнмалли вăрттăнлăхсемпе паллашсан, эпир нумай шухӑшласа тӑмарӑмӑр, сакӑр ӗне валли мини-ферма тума документсем пухма тытӑнтӑмӑр. Ку ӗҫре районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн специалисчӗсем пысӑк пулӑшу пачӗҫ, — тет Валерий Витальевич.
Документсем пухса панă хыҫҫӑн патшалӑх пулӑшӑвне нумай кӗтмелле пулмасть. Субсиди илнӗ вӑхӑтра вӗсен хăйсен виҫӗ ӗне тата темиҫе пӑру пулнӑ. Ӗнесен йышне саккӑра ҫитерес тесе тынасене йăхлантараççӗ, пӑрулаттараҫҫӗ тата туянаҫҫӗ те. Паян вӗсен витисенче сӗт паракан ӗнесен шучӗ тӑххӑра ҫитнӗ. Ӗнесемсӗр пуҫне, ҫамрӑк пӑрусем, хур-кăвакал, чăх-чӗп те усраççӗ, самӑртма хупнă пилӗк вӑкӑр тата пилӗк çамрăк пăру пур. Кил хуҫи арӑмӗ каланӑ тӑрӑх, пилӗк ӗни пӑруланӑ, ыттисем те часах пӑрулама тивӗçлӗ.
Сӗте сӗт пуҫтаракансене 20 тенкӗпе параҫҫӗ. Сӗтрен кил хуҫи хӗрарӑмӗ питӗ тутлӑ сырă тӑвать. Альбина Вячеславовна хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл тунӑ сырă магазинтан чӑннипех уйрӑлса тӑрать. Вăл тунă сыр-чăкăта ялти ҫынсем те, Ульяновск облаҫӗнче пурӑнакансем те кăмăллаççӗ иккен.
Альбина Вячеславовна хӑй «Росгосстрах» филиалӗнче те вӑй хурать. Пӗлтӗр «Чи лайӑх ӗçчен» ята тивӗҫнӗ.
— Ялта пурӑнатăн иккен, выльӑх-чӗрлӗх усрамасăр тăма май çук. Пирӗнни пек уйрӑм хушма хуçалăхсене пулӑшма йӗркеленӗ патшалӑх программисем пурри те савӑнтарать, — теҫҫӗ Аттинсем.
— Пушӑ вӑхӑтра пыл хурчӗсем ӗрчетессипе те интересленетӗп. Ку — манӑн хобби. Эпӗ тем пек ывӑнса таврăннă пулсан та, вӑхӑт тупса, пахчана тухса, пыл хурчӗсене сӑнаса тăма юрататӑп. Паллах, пыл хурчӗсене пӑхма вӑхӑт кирлӗ, анчах кăмăлтан ӗҫлени ывӑнтармасть, — тет Валерий Витальевич. Хуҫа ҫакӑн пек нумай ӗçсемсӗр пуçне, ял ҫыннисене платник ӗҫӗнче те пулӑшма ӗлкӗрет иккен, ылтӑн алӑллӑ платник, теççӗ ун пирки.
Акă çапла, пӗр ӗçрен те хăрамасăр, пурăнаççӗ Аттинсем.
Нет комментариев