Çӗнӗ Кахăрлă тӗп пӗлӳ паракан шкулта нумай хут Хисеп грамотисемпе,
«Халӑх çутӗçӗн отличникӗ» наградăпа чысланнă, паллă педагога, вӗрентекенсемпе вӗренекенсен тусне тата вӗсен канашçине Ильгиз Назипович Каримова аса илчӗç. Вӑл, пурăннă пулсан, 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.
Мероприяти Раҫҫейре пӗлтернӗ Педагог тата наставник ҫулталӑкӗ шайӗнче иртрӗ. Аса илмелли каҫ шкул пахчинче туса хунă ветеран-педагогсен аллейин кӗтесӗнчен пуҫланчӗ. Иртнӗ ҫулсенче районти çутӗç пайне ертсе пынă Шаукат Алиуллов хӑй ӗçленӗ ҫулсенче пӗрремӗш хут Çӗнӗ Кахăрлă шкулӗнче семинар ирттерни, килнӗ вӗрентекенсемпе ертӳçӗсене шкула кӗмелли çул аяккипе лартнӑ симӗс чӑрӑшсем, шкул пахчинчи улмуҫҫисем «кӗтсе илни» ҫинчен аса илчӗ, шкул паян та ҫак йӑла-йӗркесене пӑхӑнса, ешӗллӗх айӗнче ларнине палăртса иртрӗ. Çапла, шкула илсе кӗрекен çул аяккипе чăрăшсем паян та илемлӗн ӳссе лараҫҫӗ. Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗн халăхӗ вӗсене «Ильгиз пиччен чăрăшӗсем» тесе калать.
Уявӑн иккӗмӗш пайӗ вара шкулăн музейӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Кунта хисеплӗ педагога Ильгиз Назипович Каримова халалласа, ун ячӗпе кӗтес тăвас, асăну хăми вырнаçтарас тата уçас енӗпе чаплӑ мероприятие те хисеплӗ ветеран çуралнăранпа 90 ҫул çитнине тӳрӗ килтерсе йӗркеленӗ. Асăну хăмине Ильгиз Назиповичăн ачисем тутарттарса тата ҫыртарса илсе килнӗ. Ун ҫине ветеранӑн сӑн ӳкерчӗкне тата «Каримов Ильгиз Назипович (26.08.1933 — 17.10.2000 ҫулсем). Шкул стенисене никӗслекен, Герой Зариф Алимовӑн палӑкне никӗс хывакан. 1960-1994 ҫулсенче ӗçленӗ шкул директорӗ» текен сăмахсем çырса хунă.
— Аттене 90 ҫул çитнӗ ятпа яла таврӑнатпӑр та курбан апачӗ хатӗрлӗпӗр тесе шухӑшласа çӳренӗ кунсенче, шкул директорӗ Шамиль Мубаракзянович шӑнкӑравларӗ те: «Ильгиз Назиповичӑн 90 ҫулхи юбилейне, атьӑр-ха сирӗнпе пӗрле шкулта ирттерер», — тесен, савӑнӑҫ иксӗлми пулчӗ. Уява эпир аттепе юнашар ӗҫленӗ мӗнпур ӗçтешӗсене, тус-юлташӗсене, кӳршӗсене чӗнтӗмӗр. Эпир сире, унăн мӗнпур ачисен ятӗнчен, тав тӑватпӑр, эсир аттене асра тытнӑшӑн, ӑна хисепленӗшӗн тата килнӗшӗн, — терӗ педагогăн хӗрӗ Миляуша Фахрутдинова.
Асăну хăми айне хисеплӗ ветеранӑн уйрăм япалисене те хунӑччӗ. Кунтах хамӑр ял ҫынни Иршат Закиров шыравсем тăрăх тунă тата Ильгиз Назиповичăн ачисене парнелесе панă Каримовсен династийӗн йăх-несӗл йывăççи те вырăн илчӗ.
Каҫӑн виҫҫӗмӗш пайӗ курбан апачӗ хатӗрлесе хунă сӗтел хушшинче тӑсӑлчӗ.
Малалла тăсса
Ильгиз Назипович Каримов Шамсенур Каюмовнапа Назип Каримович Каримовсен ҫемйинче иккӗмӗш ача пулса çуралнӑ. 1941 ҫулта Çӗнӗ Кахăрлăри çичӗ çул вӗренмелли шкула пӗрремӗш класа каять. 1948 ҫулта шкул пӗтерсен, 1948-1951 ҫулсенче, Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илет. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Çӗнӗ Ишлӗ, Анат Чакă, Çӗнӗ Кахăрлă шкулӗсенче вӑхӑтлӑха физикӑпа биологи вӗрентекенӗ пулса ӗҫлет (1952-1953 ҫулсем). 1954 ҫулта Çӗнӗ Кахерлă ял библиотекин заведующине ӗҫне пурнăçлать. 1954-57 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче службӑра тӑрать. 1958 ҫултан пуҫласа 1960 ҫулччен Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче клуб заведующийӗ пулса ӗҫлет. 1960 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Кахăрлă шкулӗнче вӗрентекен пулса ӗҫлеме пуҫлать. Куҫӑмсӑр майпа Хусанти патшалӑх университечӗн биологи факультетне пӗтерет, химипе биологи вӗрентекен специальноҫа алла илет. 1965 ҫулта Ҫӗнӗ Кахăрлăри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулăн директорӗ пулма палăртаççӗ, тивӗçлӗ канăва кайиччен, 1994 ҫулта ҫак шкул директорӗ пулса ӗҫлет, ачасене химипе биологи предмечӗсемпе пӗлӳ парать. Хисеп хучӗсене тивӗçет, «Халӑх ҫутӗҫӗн отличникӗ» кӑкӑр çине çакмалли паллăпа наградӑланать.
Мӑшӑрӗпе Джаухария Ахмадулловнапа тӑватӑ ача пăхса ӳстереççӗ. Джаухария аппа ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӗнӗ Кахăрлă шкулӗнче вӗрентекен пулса ӗҫлерӗ, ачасене вырӑс чӗлхипе литература урокӗсенче пӗлӳ пачӗ.
Нет комментариев