Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ярмăрккӑсем пуҫланчӗҫ

Района ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем, хресчен-фермер хуçалăхӗсем, уйрӑм предпринимательсем, районти ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем иртнӗ шӑматкун Хусанти ярмӑрккăна хутшӑнчӗç.

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗнпурӗ Хусанта пурӑнакансене 2 миллион та 600 пин тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцийӗ сутнă.

Кӑҫал та, йӑла тӑрӑх, Ҫӗпрел ҫыннисем Киров районӗнчи Батыршин урамӗ урлӑ каҫмалли лаптăка вырнаҫнă.

Ял хуҫалӑх продукцийӗн пысӑк ассортиментне сӗннӗ. Палаткăсене пурне те илемлетнӗ, ярмăрккӑна культура ӗҫченӗсен юрри-кӗввипе çыхăнтарса ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӗрхи ял хуҫалӑх ярмăрккисем кашни шӑматкунах, декабрь вӗҫлениччен иртӗç. 

Малалла тăсса

Кӗрхи пӗрремӗш ярмăрккӑра хула ҫыннисем 54 миллион тенкӗлӗх продукци туяннӑ. Ярмăрккӑсем Хусанти пур районсенче те 14 лаптăкра иртӗç. Унта Тутарстанри 22 муниципаллă районӗн тата республикӑри агропромышленность комплексӗн 16 организацийӗн представителӗсем хутшӑнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев