Ялав - сӑваплӑ япала
Хыпарсем

Ялав - сӑваплӑ япала

Августӑн 22-мӗшӗнче клубра ӗҫлекенсемпе пӗрле П.В.Дементьев музейӗнче «Ялав – патшалӑх символӗ» ятлă музей урокӗ ирттертӗмӗр.

Кашни ҫулах, августӑн 22-мӗшӗнче, Раҫҫейре РФ Патшалӑх ялавӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫак ялав пӗр вӑхӑтрах патшалӑхпа флот символӗ пулнӑ. Унтан, чылай каярах, патшалӑхӑн тӗп ялавӗ вырӑнне 1-мӗш Петр шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ ялав илнӗ.

Ялав вӑл – гербпа гимн пекех, Раççей патшалӑх символӗ. Кашни гражданинӑн хӑйӗн патшалӑхӗн символӗсене, вырӑс княҫӗсемпе патшисенчен кам патшалӑх символӗсем пулма витӗм кӳнине, хисеплемелле.

Ялав – сӑваплӑ япала. Ялав тӗсӗсен хӑйсен пӗлтерӗшӗсем пур.

Шурӑ тӗс – тӑнӑҫлӑхпа тасалӑха, кӑвакки – ӗненӳпе ӑс-хакӑла, хӗрли – аслӑлӑхпа вăй-хӑвата пӗлтерет.

Ачасем урокра сӑвӑсем вуларӗҫ, уявӑн историйӗ ҫинчен видеофильм пӑхрӗҫ, урамра вара пурӑпа асфальт ҫинче уява халалланӑ илемлӗ ӳкерчӗксем ӳкерсе хучӗҫ. Хаваслӑ кӑмӑл хуҫалантӑр, яланах тӑнӑҫлӑхра пурӑнар.


Нет комментариев