Спорт
«Чемпион» физкультурӑпа спорт комплексӗн тата «Акчарлак» шывра ишмелли бассейнра шкул ачисем хушшинче «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн хӗллехи фестивалӗ иртрӗ.
Фестивале уҫнӑ вăхăтра районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов ГТОн ылтӑн паллисене те пачӗ. Ҫак паллӑсен хуçисем — Камиля Вильдановапа Анастасия Долгова, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем; Яна Синдюкова, Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренекен; Айнур Нуртдинов, Кивӗ Çӗпрелӗнчи профильлӗ лицейра вӗренекен. Хӗллехи фестивальте хальхинче хӑйсен вӑйне 11 класра вӗренекенсем сăнаса пӑхрӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак вӑйӑсен паллисем аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене кӗнӗ чухне хушма баллсем параҫҫӗ.
Нет комментариев