ГТО енӗпе çуллахи фестивалӗн зона тапхӑрӗ иртрӗ
Хыпарсем

ГТО енӗпе çуллахи фестивалӗн зона тапхӑрӗ иртрӗ

Çӗпрел — спорт

Иртнӗ эрнере «Алтын» универсаллӑ спорт комплексӗн базинче тата Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн универсаллӑ спорт площадкинче 2023 ҫулта Тутарстан Республикинче пурӑнакансем хушшинче «Ӗҫе тата хӳтӗленме хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн çуллахи фестивалӗн зона тапхӑрӗ иртрӗ.

Фестивальте Тутарстан Республикин Атӑл ҫи тӑрӑхне кӗрекен Апастово, Ҫӗпрел, Кайпăç, Пӑва тата Теччӗ районӗсен командисем хутшӑнчӗҫ.

Республикăри районсен кашни командинче вунтăватă çын, урăхла каласан, «Ӗҫе тата хӳтӗленме хатӗр» комплексӑн II-XV картлашкисене пăхăннă 9 çултан пуçласа 59 çулчченхи спорта юратакансем пурччӗ. Ӑмӑртусем «Алтын» спорт комплексӗнче пуҫланчӗç, чупас тата граната ывӑтас ӑмӑртусем вара Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн универсаллӑ спорт площадкинче малалла тӑсӑлчӗç.

Ӑмӑртусем пуҫланас умӗн ГТО ылтӑн паллисен хуҫисене тата «ГТОпа 1 класа» республика онлайн акцийӗн ҫӗнтерӳҫине наградӑларӗç. ГТО ылттӑн паллисене 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗн вӗренекенӗсене Вадим Долгова, Рафаэль Дамаева, Камиля Яфизована; Хурăнвар-Шӑхаль вăтам шкулӗнче вӗренекене Камиля Емельянована пачӗç. «ГТОпа 1 класа» онлайн акциӗн республика тапхăрӗн çӗнтерӳҫине Матвей Васильева та парнесемпе Диплом пачӗç.

Пирӗн районтан Егор Старшов, Андрей Сердцев, Александр Дергунов, Сергей Шавкин, Сергей Юманов, Динар Алимов, Назиля Яфизова хӑйсен ӳсӗмри категорийӗсенче лайӑх кӑтартусем тунăшăн çӗнтерӳçӗ Грамотисемпе тата медальсемпе парнеленчӗç.

Ăмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх команда зачетӗнче Ҫӗпрел районӗн спортсменӗсем пӗрремӗш вырӑна йышӑнчӗҫ, иккӗмӗш вырӑна Теччӗ районӗн спортсменӗсем, 3 вырӑна Апастово районӗн команди çӗнсе илчӗ.


Нет комментариев