Госстрах ӗçченӗсем страховани системине 100 ҫул çитнине палăртрӗҫ
Хыпарсем

Госстрах ӗçченӗсем страховани системине 100 ҫул çитнине палăртрӗҫ

Дата

 

Шӑп 100 ҫул каялла, 1921 ҫулхи октябрӗн 6-мӗшӗнче, çӗршывра патшалăх харпăрлăх страховани системине тăвасси çинчен РСФСР Халăх Комиссарӗсен Совечӗн Декретне алă пуснă.

Çавна май «Росгосстрах» страховани компанийӗн Çӗпрелӗнчи филиалӗ  те 100 ҫулхи юбилея палӑртса иртрӗ. Юбилейӑн торжествăлла пайне страховани компанийӗн актсен залӗнче йӗркеленӗччӗ. Паянхи кун районти «Росгосстрах» страховани компанийӗн коллективӗнче 39 ҫын вӑй хурать. Обществӑн Çӗпрел районӗнчи агентство центрӗн директорӗ Ленар Залалов, мероприятийӗн торжествăлла пайне уҫса, коллектива уяв ячӗпе саламларӗ, сывлӑх, ҫитӗнӳсем сунчӗ.

«Росгосстрах»  ӗçченӗсене пӗр ӗмӗрлӗх юбилейпе саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳçин экономика аталанăвӗ, финанссем тата ял хуҫалӑхӗ енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов килнӗччӗ.

Ильмир Расихович район пуҫлӑхӗн, Ӗҫ тӑвакан комитечӗн, район Совечӗн ячӗпе тата уйрăммăн хăйӗн ятӗнчен коллектива професси уявӗпе саламласа, вӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем сунчӗ. Хӑйӗн саламлă сӑмахӗнче вӑл, çаплах, «Росгосстрах» (ӗлӗкхи çулсенче «Госстрах») патшалӑхăн страховани компанийӗ совет тапхăрӗнче, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те, ҫӗршыври граждансен пурнӑҫӗпе сывлӑхне страхламалли пӗртен пӗр организаци пулнине, çӗршывпа пӗрле аталаннине çирӗплетрӗ. Вăл, çавӑн пекех, пӗтӗм коллектива, иртнӗ ҫулсенчи пекех, республикӑри чи лайӑх страховани компанийӗсенчен пӗрин ятне каялла тавӑрма сунчӗ тата ӗçченӗсене Алмаз Шарипова, Миляуша Исхакована,  Дилюза Хисаметдинована район пуçлăхӗн  Тав ҫырӑвӗсемпе Хисеп грамотисене пачӗ.

Торжествăлла мероприяти вӑхӑтӗнче, ҫавӑн пекех, «Росгосстрах» страховани компанийӗн генеральнӑй директорӗн тата «Ҫӗпрел» агентство центрӗн Хисеп грамотисене пачӗç.

 


Нет комментариев