Районта «Гитарник» ятлӑ каҫ иртрӗ.
Ӑшӑ та лӑпкӑ ҫанталӑк мероприятие уҫӑ сывлăшра, амфитеатрта ирттерме май пачӗ. Гитара музыкине юратакансен ҫамрӑксем та аслӑ ӑру тӗрлӗ музыка стилӗнче юрату ҫинчен хальхи тата ӗлӗкхи юрӑсене шӑрантарчӗç.
Районта ҫакӑн пек форматра гитарăна юратакансен каҫне пӗрремӗш хут ирттерчӗç. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залалов иртнӗ ҫулсенче кунта «Альтаир» вокалпа инструмент ансамблӗ ӗҫлени ҫинчен каласа иртрӗ. Каярахпа ансамбль «Аэлита» ятпа ҫӳреме пуҫлать. Çакна та палӑртса хӑвармалла, çак мероприятие ирттерес пуҫару та çак вокалпа инструмент ансамбльне никӗс хывакан тата ăна нумай ҫул хушши ертсе пыраканӗ — Айрат Залалов.
— Ҫак ансамбльсем гитарăна юратакан каччăсемпе хӗрсен темиҫе ӑрӑвне воспитани пачӗ. Паянхи кун та гитара кӗввине юратакансен аудиторийӗ анлăланнине курма питӗ те кӑмӑллӑ, — терӗ Айрат Залалов ҫитӗнекен ӑрӑва.
Пухӑннисем малашне те гитаристсен тӗлпулăвне час-часах йӗркелеме кирли ҫинчен калаҫрӗҫ.
Антонина Халиловапа Шамиля Федорова:
— Мероприяти питӗ савӑнӑҫлӑ, туслӑ, ӑшӑ атмосферӑра иртрӗ. Вӑл пире хыçа юлнă комсомол вăхăтне илсе таврăнчӗ. Пирӗн ҫывӑх ҫыннăмăр Шамиль, хӑй аллипе гитарара тунӑччӗ тата эпир, унпа пӗрле, мӗнпур каçсенче те хутшăнаттăмăр. Ҫавӑн пек тӗлпулусем пирӗн культурӑна упрама тата хисеплеме пулӑшаҫҫӗ, ҫавӑн пекех ҫитӗннисемпе ҫамрӑк ӑру хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетеҫҫӗ.
Нет комментариев