Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Фаик Шамгунов: «100 ҫула çитсен тӗл пулӑпӑр»

Ветеран

Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Фаик Лотфуллович Шамгунов 90 ҫулхи юбилейне каччăсем пек, хастар хусканупа кӗтсе илчӗ. 

Юбилей ячӗпе саламлама килнӗ хӑнасене те: «95 ҫулхи юбилейре тӗл пулма пӳртӗрччӗ», тесе сунсан, вăл: «100 ҫула çитсен те тӗл пулӑпӑр-ха», — терӗ.

Чӑннипе те, Фаик пичче ăмсанмалăх. Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫут тӗнчене килет. Ашшӗ вӑрҫа тухса каять. «Вӑрҫӑран таврӑнчӗ, анчах сывлӑхне хӑварса таврăнчӗ», — тет Фаик пичче. Ҫавӑнпа та пулӗ, 8 ҫултан пуҫласа Фаик пичче комбайнера пулăшакан пулса ӗçлеме пуҫлать. Шкултан вӗренсе тухсан, çар служби... «Атте ҫар службине каяс умӗн танкист пулма тӑрӑш, ывăлăм, таврӑнсан тракторист пулса ӗçлӗн», — терӗ. «Ӗлӗк вӗт, чи авторитетлă профессисем — шофер тата тракторист пулчӗç», — тет Фаик Лотфуллович.

Фаик пичче хӑйӗн ӗлӗкхи ҫулӗсем ҫинчен тунсӑхлӑн аса илсе калаçрӗ, ертӳçӗсене хисеплесе аса илчӗ. Барис Аппаувича чунтан тав тунине пӗлтерчӗ. Ҫивӗч, пултаруллă, сисӗмлӗ каччӑна колхоза техникӑн запас чаҫӗсене илсе килес ӗçе те çирӗплетеççӗ. «Эпӗ кирек ӑҫта кайсан та пушӑ алăпа таврӑнман. Эпӗ ӗçленӗ хушăра колхоза 60 яхӑн ҫӗнӗ трактор килчӗ, 100 тонна металлолом ăсатрăмăр. Килте пулманпа пӗрех. Ялта пулсан та 35-40 ҫухрӑм çул иртеттӗм», — тесе калаçрӗ ветеран.
Хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн хисеплӗ колхозник 1963 ҫулта, «ТАССРăн тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята тивӗçет.

Гульсина аппапа иккӗшӗн вӗсен пилӗк ача çут тӗнчене килет. Паян вӗсем пурте çемьеллӗ, Фаик пиччене мӑнуксем, кӗçӗн мӑнуксем парнеленӗ. Пурнӑҫра савӑнӑҫпа юнашар хуйхи те ҫӳрет, теççӗ. Хӗрӗсенчен пӗри, 32 ҫулта, трагедилле вилет. Мăшăрӗ вилнӗренпе те 15 ҫула яхӑн вăхăт иртнӗ. Фаик пиччене пӗртте пӗччен тесе калама та пулмасть. Пӳртрен тухсан — чӑххи-чӗппи тенӗ пек. Кил таврашӗнче ӗç çителӗклӗ.

Ӗҫ ветеранне юбилейпе саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гомер Халитов, нумай çул юбиляр ӗçленӗ «Цильна» хуҫалӗнчен представитель Раис Раимов килнӗччӗ. Юбилярăн ҫуртӗнче ачасен, мӑнукӗсен савӑнӑҫлӑ сассисем илтӗнсе тăчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев