Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан район çыннисем патӗнче пулса таврăнчӗ
Районтан район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пыракан делегаци акă тӑваттӑмӗш хут ӗнтӗ хамăрăн ҫар ҫыннисене гуманитари пулӑшӑвӗ леçсе пачӗ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ, гуманитари пулӑшӑвне районта, «Созидание» çамрăксен клубӗнче пухаççӗ. Ăна пухнă çӗрте районта пурӑнакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ку хутӗнче «Цильна» обществӑн ертӳçи Барис Гафуров,
Кӗçӗн Чăнлăра ҫуралса ӳснӗ Ильнур Садриев, хресчен-фермер хуçалăхӗсен пуҫлӑхӗсем Равиль Бикчуров, Ильмир Махмутов пысӑк пулӑшу пачӗҫ. Ильмир Махмутов гуманитари пулӑшӑвне хăйех ăсатма кайнă.
— Эпир каччăсемпе яланах ҫыхӑну тытатпӑр. Вӗсем унта хӑйсене мӗн кирли ҫинчен калаҫҫӗ, эпир вара ҫав япаласене пухатпӑр. Пӗр гуманитари пулӑшӑвӗ 3-3,5 миллион тенке яхӑн пулать. Паллах, кунта районта пурӑнакансем пысӑк пулӑшу кăтартаҫҫӗ.
Ҫар ҫыннисем, пире курсан, питӗ савăнаççӗ. Тӑван енӗсенчен илсе килнӗ япаласем те вӗсемшӗн питӗ хаклӑ. Ку хутӗнче те район ҫыннисене, тӑванӗсене, тусӗсене чунтан тав турӗҫ. Вӗсем тӗл пуласса, хӑйсен ҫемйисемпе тăнăç пурнăçпа пурӑнасса ӗмӗтленеççӗ. «Эпир таврӑнăпӑр, кӗтӗр кăна!» тесе юлчӗç, — тесе калаçрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров. Вăл, çавӑн пекех, гуманитари пулӑшӑвне пухас ӗҫе хӑйӗнчен пай кӗртнӗ кашни çынна тав турӗ.
Аса илтеретпӗр, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пирӗн районăн ҫӗртен ытларах çынни хутшăнать. Ҫак кунсенче вӗсем иккӗмӗш хут кӗске вăхăтлă отпуска таврӑнма пуҫларӗҫ.
Нет комментариев