Хыпарсем

Екатеринбургран ҫӗнтерӳпе

Çӗпрел — спорт

Ноябрӗн 20-23-мӗшӗсенче Екатеринбургра кикбоксинг енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусем иртрӗҫ.
Ӑмӑртусенче пирӗн районти ҫамрӑк кикбоксингсем Данил Алимов тренер ертсе пынипе хутшӑнчӗç.

Кик-кайт пайӗнче Рафаэль Дамаевпа Илья Кудрявцев бронза призерсем пулчӗç, Адель Воробьев — кӗмӗл призер тата Тимофей Кудрявцев турнирăн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗҫ.

Лайт-контакт пайӗнче Тимофей Кудрявцевпа Рафаэль Дамаев 3 вырӑна çӗнсе илчӗç.


Нет комментариев