«Единая Россия» кунӗнче парти ретне тăчӗç
Хыпарсем

«Единая Россия» кунӗнче парти ретне тăчӗç

«Единая Россия» партийӗн 22 ҫуллăхне палӑртса ирттерчӗç.

Çавна май Ӗç тăвакан комитетăн ларусен залӗнче мероприяти пулса иртрӗ.

«Единая Россия» парти пулӑшнипе районта наци проекчӗсем, федераци тата республика программисем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Мероприяти пынӑ май, «Единая Россия» партийӗн ҫӗнӗрен йышӑннӑ членӗсене парти билечӗсем пачӗҫ.

Партин вырăнти организацийӗн секретарӗн çумӗ Алексей Ярухин палӑртнӑ тӑрӑх, билет илекенсем халиччен те парти шухăшлисем пулнӑ. Акă ӗнтӗ вӗсем — партийӗн тулли праваллă членӗсем пулса тăчӗç. Алексей Ярухин вӗсене ӑнӑҫу сунчӗ.

Мероприяти вăхăтӗнче парти членӗсен ятӗнчен Раççей историйӗ çинчен çырнă 6 томлӑ кӗнекене библиотека фондне пачӗç.


Нет комментариев