Кадендарьте дата
Декабрӗн 1-мӗшне Пӗтӗм тӗнчипе СПИДран вилнисене аса илмелли кун пулнă май паллӑ тӑваҫҫӗ.
СПИД чирӗ ҫӗр чӑмӑрӗн пур кӗтессисенче те паллӑ. Ӑна этемлӗхе юнакан 20-мӗш тата 21-мӗш ӗмӗр чуми те теҫҫӗ. Даннăйсенчен курăннă тăрăх, ку чирпе 42 миллион ытла ҫын асапланать. Кашни ҫулах 15 пин ытла ҫынна çакăн пек диагноз лартаççӗ.
1981 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Америкăн чирсене тӗрӗслесе тӑракан центрӗ ҫӗнӗ чире — СПИДа (инфекциллӗ иммунодефицит синдромӗ) регистрациленӗ. Вӑл иммун системине сиенлет, аркатать, иккӗмӗш инфекцисем тата усал шыçăсем кăларса тăратать.
Пӗтӗм тӗнчери Спидпа кӗрешмелли куна пӗрремӗш хут 1988 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче паллӑ тунӑ. Спидпа кӗрешмелли символ — хӗрлӗ хӑю пулса тӑрать, унсӑр пӗр акци те иртмест. Инфекци сарӑлас енӗпе Раҫҫей тӗнчере 52-мӗш вырӑнта тăрать. Ҫакӑ пӗтӗм халӑхӑн 1,1 проценчӗ вирус ҫӳретекенсем пулнине пӗлтерет. Ҫӗршывра ВИЧ-инфекцийӗн эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ кăткăс пулса юлать. ВИЧ-инфекцин Раҫҫейре пӗрремӗш фактне 1987 ҫулта регистрациленӗ.
Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗ Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли кун — декабрӗн 1-мӗшӗ ВИЧ-инфекци сарӑлнине тата ВИЧ-инфекци эпидемийӗн катастрофӑллӑ кăтартăвӗсене чакарассишӗн чир çинчен халăх пӗлсе тăма тивӗçлине аса илтермелли кун пулса тӑрать.
Статистика СПИДпа 31 ҫултан пуҫласа 40 ҫула ҫитнисем час-часах чирленине кӑтартать. Паянхи кун вӑл 41 ҫултан пуҫласа 50 ҫула ҫитнисенче те пур. 21 ҫултан пуҫласа 30 ҫула ҫитичченхи çынсем вара СПИДпа чирлес енӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Ҫак кун кашни ҫулах Пӗтӗм тӗнчери общественность ВИЧ-инфекци ҫинчен манмасăр, ҫак чирпе чирлекен ҫынсен тӗлӗшпе сапăр пулма та чӗнсе калать.
Чи пахи: кашни ҫыннӑн сывлӑхне сыхлас енӗпе чир профилактики питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланма тивӗçлӗ.
Çын иммунитетне пĕтерекен вирус виçĕ майпа ерме пултарать. Пĕрремĕшĕ — юн урлă. Ку мелпе чылай чухне пĕр шприцпа, йĕппе усă куракан наркомансем чирлеççĕ. Вĕсем ыттисем хыççăн хăйсен юн тымарне наркотик яраççĕ те çакăнпа пĕрлех ВИЧ-инфекци ертме пултараççĕ. Çавăн пекех юнлă суран, лăймака сий çине вируслă юн лексен инфекци куçас хăрушлăх пысăкланать. Тепĕр мел — ар çыхăнăвĕ урлă. Сăмах май, юлашки çулсенче çак мелпе чирлекен хĕрарăмсен те, арçынсен те йышĕ нумайланать, çавăнпах презервативпа усă курмалла. Виççĕмĕшĕ — ВИЧ-инфекци чирлĕ амăшĕнчен ачине варта тата çуралсан кăкăр ĕмĕртнĕ чухне ерме пултарни.
Шел те, районта ВИЧ-инфекципе учетра 23 ҫын тӑрать, вӗсенчен 6шӗ хӗрарӑм.
Рамзия Мингалиева, районти тӗп больницӑн инфекци кабинечӗн медицина ӗçченӗ.
Нет комментариев