Çул-йӗр хăрушсăрлăхне тивӗçтерес енӗпе комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ.
Лару ӗҫне районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов илсе пычӗ.
Ларура район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, ГИБДД управленийӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» патшалăх бюджет учрежденийӗн Пӑвари уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова тата комиссийӗн составӗ хутшӑнчӗ. Ларăвăн кун йӗркинче пирӗн ҫулсем ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес енӗпе çыхăннă ыйтусем пулчӗҫ.
Анатолий Михайлов 2023 ҫулăн 9 уйӑхӗн пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче аварисен шайӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Çавăн пекех, ӳсӗрле транспорт хатӗрӗсемпе çӳренин факчӗсене тăвас марришӗн лару-тăру яланах контрольте пулнине палӑртрӗ. Кӑҫал çакăн пек 50 факта уçăмланă, ку, иртнӗ çулхипе танлаштарсан, 6 факт сахалтарах.
А. Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх, районта кашни эрнере, канмалли тата уяв кунӗсенче тӗллевлӗ рейдсем иртеҫҫӗ, уйăхра пӗр хут «Тоннель» операци вӑхӑтӗнче водительсен тӗлӗшпе массӑллӑ тишкерӳсем ирттереççӗ. Вăл, çаплах, каҫхи тата çӗрлехи вӑхӑтра ачасен тумтирӗ ҫинче ҫутта тавăракан элементсем пулмалли, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе усӑ курмалли тата ытти ыйтусене те хускатрӗ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Радик Багаутдинов 2023 ҫулта республика тата муниципаллă программăсен шучӗпе инженери мероприятийӗсене пурнӑҫлани ҫинчен каласа пачӗ.
Районти çутӗç пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов районта çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхне тивӗçтерес енӗпе комиссин 2023 ҫулхи сентябрӗн 19-мӗшӗнчи 7 номерлӗ протоколӗн 6-мӗш пунктне пурнӑҫлаттарас енӗпе пурнăçланă ӗçсем ҫинчен калаçрӗ. Докладчик палăртса иртнинчен, районти вӗренӳ учрежденийӗсенче 508 ачана явăçтарнă 55 ЮИД отрячӗсем ӗçлеççӗ. ЮИД отрячӗсем ҫул-йӗр юхăмӗн правилисене пропагандӑлас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ илсе пыраççӗ. Районти пур вӗренӳ учрежденийӗсенче те ашшӗ-амӑшӗсемпе тата вӗренекенсемпе инструктажсем ирттернӗ, унта ачасен тумӗ ҫинче ҫутта тавӑракан элементсем пулмалли çинчен калаçнă.
Ларура ҫавӑн пекех А. Абязов урамӗнчи ҫул-йӗр юхӑмӗн схемине улӑштарас енӗпе сӗнӗве та пӑхса тухрӗç.
Нет комментариев