Çемйи-çемйипе  шывра ишрӗç
Хыпарсем

Çемйи-çемйипе шывра ишрӗç

Ăмăртусенче çемье командисем хутшăнчӗç

«Акчарлак» ишмелли бассейнра «Ăрусен ҫыхӑнӑвӗ» тесе ят панă шывра ишес енӗпе республикӑри ӑмӑртусен муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ.

Ӑмӑртӑва ҫемье командисем хутшӑнчӗҫ. Ҫемье командин йышне икӗ ҫын, ҫав шутра пӗр арҫын (аслашшӗ) тата пӗр хӗрарӑм (асламӑшӗ) кӗнӗ: арҫынсем 60 ҫултан аслӑрах, хӗрарӑмсем 55 ҫултан аслӑрах пулма тивӗçлӗччӗ.

Вӗсен çумӗнче 14 ҫула ҫитмен мӑнукӗ е кӗçӗн мӑнукӗ пулма услови хунăччӗ.

Ӑмӑрту программи 2×50 метра çити хутăш эстафетӑран тӑчӗ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Петр Гордеев (аслашшӗ) тата Тимофей Гордеев (мӑнукӗ) йышăнчи команда III вырӑн йышӑнчӗ. Борис Юдин (аслашшӗ) тата Кирилл Юдин (мӑнукӗ) II вырăна тухрӗç. Петр Ярзуткин (кукашшӗ) тата Дмитрий Черланов (мӑнукӗ) вара I вырӑна çӗнсе илсе, район чемпионӗ ятне тивӗçлӗ пулчӗç.

Ӑмӑрту шайӗнче мӗнпур хутшӑнакансем пурте «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» Пӗтӗм Раççейри физкультурӑпа спорт комплексӗн шывра ишес енӗпе нормативӗсене пурнӑҫларӗҫ. Призерсемпе ҫӗнтерӳҫӗсене пурне те Дипломсемпе тата хаклӑ парнесем пачӗç.


Нет комментариев