Рамис Фаткуллин — ял халăхӗн улăштарайми пулăшаканӗ
Кивӗ Кахӑрлӑ, районти ытти ялсемпе танлаштарсан, самаях пысӑк ял. Ялта ҫамрӑк ҫемьесем те нумай, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен хуҫалӑхӗсенче выльӑх-чӗрлӗх усрассипе интересленеççӗ. Хӑйсен ӗҫӗсене уҫса, пӗчӗк предпринимательлӗхпе аппаланакансем те, халӑха ӗçпе тивӗçтерсе тӑракансем те сахал мар.
Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурăнакан Рамис Фатыхович Фаткуллин та ҫавӑн пек пултаруллă çынсенчен пӗри. Вӑл ял халӑхӗшӗн чи пӗлтерӗшлӗ тавар — пурнăçра куллен кирлӗ пулакан продуктсемпе суту-илӳ тăвать.
— Ялта пурӑннăран, ял ҫыннисене мӗнле кирлине лайӑх пӗлетӗп. Çавӑнпа ассортимент ытларах пултӑр тесе уйрӑмах тимлӗх паратăп. Тавара республикӑри производительсенчен те, ытти регионсенчен те илсе килме тӑрӑшатӑп, — тет Рамис.
Çичӗ ачаллă çемьере тӑваттӑмӗш пулса çуралнă Рамис ҫамрӑклах ӗҫре пиҫӗхсе ӳсет. 17 ҫулта вахта меслечӗпе ӗҫлеме пуçлать. Вӗсем Ульяновск хулинче кӗпер тăваççӗ. Унтан хӑйӗн ӗҫне ялта уҫма шут тытать. Хӑйне тӗрлӗ сферӑра тӗрӗслесе пӑхать. Чун-чӗрине каяканни вара — вӑл халӑхă мӗн кирлине шута илсе вӗсене, кирлӗ пулнă таварсем турттарасси. Вăл çакăн çинче чарӑнса тӑрать.
— Машини пулнă ҫынна кирлӗ япалана кайса илсе килме йывӑрах мар. Ялта ҫамрӑксем ҫеҫ мар, аслă çулсенчи ҫынсем те, пӗччен пурăнакан ватăсем те пурăнаççӗ. Вӗсен заказӗсене килӗсенех çитерсе пама тăрăшатăп, — тет вӑл.
Рамис хӑйӗн хуҫалӑхӗнче склад пек здани те туса лартнӑ. Район центрӗнче те продукци сутмалли лавкка уçнă. Унта вăл кайӑк-кӗшӗк, выльӑх-чӗрлӗх валли 20 тӗрлӗ витаминлă апат илсе килсе, район халăхне сӗнет. Кивӗ Ишлӗ, Çӗнӗ Ишлӗ, Шланка пек ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем выльӑх-чӗрлӗх валли кӗрпе кӳме нумай заказ параççӗ иккен. Рамис хӑй каланӑ тӑрӑх, продуктсене вӑл пахалӑхлине, халăх кăмăлласа илекенне ҫеҫ илсе килме тӑрӑшать.
— Эпӗ ирхине 4 сехетре тӑма хӑнӑхнӑ. Ҫуллахи тапхӑрта ҫеҫ мар, ҫулталӑкӗпех. Ҫул ҫинче те нумай ҫӳреме тивет. Ял, районти ҫынсемпе лайӑх хутшăнусенче пурӑнатăп. Ял ҫыннисемпе калаҫса, вӗсем ыйтнă, хăйсене кирлӗ пулнă тавара вӑхӑтра илсе килме тӑрӑшатӑп, — тет Рамис Фаткуллин.
Нет комментариев