Булат Ринатович Амирханов яла сыхласа хӑварассишӗн, унӑн ӗлӗкхи чысне упрассишӗн чунне парса ӗçлет Предпринимательлӗх
Унăн ашшӗпе амӑшӗ, Ринатпа Разиля, те ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех çавăнта ӗçлесе пурăннă.
Вӗсем 2 ачине пурнӑҫ парнеленӗ хисеплӗ ҫынсем. Ачисене те ашшӗпе амăшӗ тӗрӗс воспитани парса, ӗçпе пиçӗхтернӗ. Вӗсенчен пӗри, эпир каларӑмӑр ӗнтӗ, хӑйӗн ҫӗрӗн чӑн-чӑн патриочӗ — Булат. Вӑл ачаранпах выльӑх-чӗрлӗх çумӗнче, ашшӗ-амӑшне мӗн пӗчӗкрен пулӑшнӑ. Ял ачишӗн ҫӗрулми акса ӳстересси, чӗкӗнтӗре ӗçе кӗртесси, колхозра йӗтем çинче ӗçлесси, утӑ хатӗрлесси — кусем кулленхи ӗҫсем.
Ялти вӑтам шкултан ӑнӑҫлӑн вӗренсе тухсан, Булат Хусанти авиаци институтне вӗренме кӗрет, ҫав вӑхӑтрах ҫар кафедринче пӗлӳ илет. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине çӗнтернӗренпе 70 тата 72 ҫул çитнине уявланӑ кунсенче Хусанта ҫар парадне хутшăнать, Хисеп грамотисене тивӗҫет. Институтран лайăх вӗренсе тухать. Дипломланӑ специалиста хулари авторитетлă ӗҫ вырӑнӗсене чӗнеҫҫӗ, анчах вӑл яла ытларах кăмăллать.
— Яла юрататӑп. Кунти пурнӑҫ та маншӑн чун-чӗрене ҫывӑх. Манӑн ҫамрӑкранпах ӗнесемпе пӑрусем нумай ӳстерес ӗмӗтӗм пурччӗ. Хусана тухса кайнӑ чухне пирӗн хуҫалӑхра тӑватӑ ӗне пурччӗ ӗнтӗ, —тет Булат.
Институтран вӗренсе тухса яла таврӑнсан, Булат хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама тытӑнать.
— Вӑл ҫулсенче Александр Шадриков район пуҫлӑхӗччӗ. Вӑл ман пек, институтран вӗренсе тухнӑ аслă пӗлӳллӗ ҫамрӑк специалистсемпе тӗлпулу йӗркелерӗ. Унта вӑл пирӗн кашнийӗн ӗмӗт-шухăшӗсемпе, планӗсемпе интересленчӗ, районта юлма сӗнчӗ. Эпӗ, ун чухне ӗҫ вырăнӗ пулманнипе, ял хуҫалӑх сферинче хамăн ӗçе йӗркелесе ярасси çинчен каларăм. Ҫакăн хыҫҫӑн эпӗ, аслӑ пӗлӳллӗ специалист пулнă май, ачасене пӗлӳ парассине суйласа илтӗм, — тет Булат.
Ун чухне — республикӑра тӗрлӗ патшалӑх программисен, ҫав шутра выльӑх-чӗрлӗх усрас енӗпе те çӗнӗрен ӗçлеме пуҫланнă вӑхӑтчӗ. Булат та 2019 ҫулта уйрăм хушма хуçалăх йӗркелесе ярас тесе, 24 ӗне валли хисепленнӗ ферма строительствине пуçласа яма 400 пин тенкӗ патшалӑх пулӑшӑвне илет. Ялхуҫалӑх институтне куçăмсăр майпа вӗренме кӗрет, экономист профессине алла илет. Магистратурӑна хӗрлӗ дипломпа вӗçлет.
Ашшӗ-амӑшӗпе, тӑванӗсемпе пӗрле хӑйсен хуҫалӑхӗнче фермăна хута яраççӗ. Ӗнесем туянаҫҫӗ, хуҫалӑхра пӑрусем ҫитӗнтереҫҫӗ, кӗтӗве ҫӗнетеҫҫӗ. Булат пӗр вырӑнта тӑракансенчен мар, яланах çӗнӗлӗх патне туртӑнать, хӑйӗн фермине ҫӗнетет, интернет урлӑ хӑй пек «выльăх-чӗрлӗхсемпе чирлекенсемпе» хутшăнса, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаççӗ. Вӑл ял хуҫалӑх енӗпе тӗрлӗ конкурссенче хутшӑнать. 2021 ҫулта республикӑра йышăннă «Тутарстанри чи лайӑх уйрăм хушма хуçалăх» конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑнать. Конкурс условийӗсем тӑрӑх хушма хуҫалӑхри ӗнесен йышне 5 ҫул умлӑ-хыҫлӑ ӳстерсе пымалла, продукци производствин ҫӳллӗ шайне тивӗҫтермелле, налук тата ытти обязательствӑсене вӑхӑтра тӳлесе пымалла пулать. Пирӗн ентеш ҫитӗнӗвӗсене тӗп хуламăрăн ертӳçисем те кураҫҫӗ, ун ҫинчен ТНВ каналӗнче передача хатӗрлеçҫӗ.
Паянхи кун Амирхановсен хуҫалӑхӗнче 90 пуҫ ытла мăйракаллă шултра выльăх пур, вӗсенчен 50шӗ — сӑвакан ӗнесем, ыттисем тынасемпе пӑрусем. Выльӑх-чӗрлӗх усрама пушӑ вӑхӑтра ашшӗпе амăшӗ те пулӑшаҫҫӗ. Булат хӑй те пӗр вырӑнта тӑраканнисенчен мар. Сӑвакан ӗнесене те вӑл несӗллисене — сӗт нумай параканнисене туянма тӑрӑшать. Вӑл ертсе пыракан фермӑра холмогорски, голштински, хура-чӑпар айширски, Джерси, Бестужевски, хӗрлӗ ҫеҫенхир ӗни йышши ăратлă ӗнесем пур. Выльӑхсене электричество кӗтӳҫи сыхлать. Булат кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем ҫитменнипе ӳпкелешет. Кӑҫал ҫумӑр сахал пулнăран, кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсенче апат ҫукпа пӗрех пулнă.
Выльӑхсем валли хӑйсем те утӑ хатӗрлеҫҫӗ, туянаҫҫӗ те. Апатне Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи хресчен-фермер хуçалăхсенчен, Ульяновск облаҫӗнчен те турттараҫҫӗ.
Вӑл ҫулла сӗт хакӗ чакнишӗн те пӑшӑрханать. Хӗл енне сӗт хакӗ ӳсӗ, тесе ӗмӗтленет вӑл.
— Манӑн кун ирхине тӑватӑ сехетре пуҫланать, сӗм ҫӗрлечченех ӗçре эпӗ, хӑш чухне ларса канма та вӑхӑт пулмасть, — тет çамрӑк предприниматель. — Ирхине выльӑхсем патне тухатӑп, вӗсене апат паратăп, сӑватӑп, улӑх-çарана ӑсататӑп, шкула чупатӑп. Унтан выльӑх-чӗрлӗхе «пухмалли» вӑхӑт ҫитет. Каҫхи сăвăм... Килти кулленхи ӗҫсем... Пирӗн сехет ҫине пӑхма вӑхӑт та ҫук, анчах ку пӗртте ӳпкелешни мар, ӗҫӗ пулса тăтăр, сывлӑх пултăр...
Нет комментариев