Районта пурӑнакансем ыйтнине шута илсе, Кивӗ Ҫӗпрел — «Дачный» поселокӗ — Çӗнӗ Ҫӗпрел маршрутпа автобус юхӑмӗ йӗркеленӗччӗ Çӗнӗлӗх
Палӑртса хӑвармалла, маршрут хальлӗхе тест режимӗнче кӑна ӗҫленӗ. Паянхи кун ҫынсем кăмăлласах усӑ куракан пулӑшу пулса тӑчӗ. Автобус юхӑмне ҫапла йӗркеленӗ, вăл çынсем нумай çӳрекен ирхи, кӑнтӑрлахи тата каҫхи вӑхӑтра пурнӑҫланать.
Паян маршрут автобусӗпе ӗç вырӑнӗсене, район центрӗнчи лавккасене, больницӑна тата ытти вырӑнсене ҫӳрекен ҫынсем пайтах. Пассажирсем, тӗпрен илсен, организацисемпе учрежденисенче ӗҫлекенсем, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче, лицейра вӗренекенсем тата ыттисем те. Çакӑн пек маршрут йӗркелени нумайӑшӗшӗн меллӗ.
— Эпӗ Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнатӑп, ӗҫ вырӑнӗ район центрӗнче. Ирхине 8 сехет тӗлне ӗҫе ӗлкӗрмелле, ялсем хушши çывăхах мар. Хăйсен транспорчӗсем пуррисене ҫӑмӑлтарах, анчах бензин та йӳнех мар. Такси чӗнтерес пулсан, пӗр енне 100-150 тенкӗ ытла ыйтаҫҫӗ. Апла пулсан, кун пек чухне ӗҫе кайнин усси те çук! Автобус пирӗншӗн питӗ меллӗ. Рейс вӑхӑтне те нумай çыннăн ӗҫ графикӗпе шайлаштарнă, — тет Флера Хусаинова.
— Автобуспа кунне виҫӗ хут район центрне çаврăнатăп. Ирхине 7 сехет те 20 минутра хамӑр организацийӗн гаражӗнчен тухатӑп та, маршрутпа Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн чиркӗвӗ — «Сказка» ача сачӗ — Шараф Мударрис — Заки Нури — Ленин урамӗсем тăрăх Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Молодежная — Гагарин урамӗсем урлă район центрне, унтан 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел, лицей, «Сказка» ача сачӗсем патӗнче чарăнса, çӗнӗрен хамăрăн организацие таврăнатăп. Кӑнтăрла та, каҫхине те ҫав маршрутпах ҫынсене килӗсене илсе таврăнатӑп, — тет автобус водителӗ Шамиль Амирханов.
Ҫавӑн пекех, вӑл пассажирсем социаллӑ яваплӑ пулнине, итленине, ансат правилӑсене пурнăçланине, лару-тӑрӑва ӑнланнине те палӑртрӗ.
Шамиль Амирханов ӗмӗр тӑршшӗпех руль умӗнче. Иртнӗ ҫулсенче вӑл тӗрлӗ ҫӗршывсемпе республикӑсене çӗнӗ «УАЗ» автомобильсем турттарса килессипе интересленнӗ. Юлашки ҫулсенче «Данадис» обществӑра ӗҫлет.
Ильнур Исхаков, «Данадис» обществăн ертӳҫи:
— Пирӗн организацире 15 шкул автобусӗ тата халӑха çӳретме 1 ПАЗик автобус пур. Шкул автобусӗсем 18 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ, вӗренекенсене шкула илсе ҫитереҫҫӗ, уроксем пӗтсен каялла килӗсене леçеççӗ.
Палӑртса хӑвармалла, юлашки ҫулсенче пирӗн автобус паркӗ ҫӗнелчӗ, 2020 ҫулта парка ачасене шкула çӳретме 8 ҫӗнӗ Форд, 2021 тата 2022 ҫулсенче икшер «Газель» автобусӗ килчӗ. Эпир республика, район ертӳҫисене автобус паркне ҫӗнетме пулӑшнӑшӑн тав тӑватпӑр.
Нет комментариев