1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн шкул ҫумӗнчи участокӗнче Афган вӑрҫинче вилнӗ Çӗпрелӗн каччисене халалласа тунă аллейăна асăну хӑми вырнаҫтарчӗç.
Аллейӑна, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн пахчине, 2014 ҫулта, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, афганец-интернационалистсем никӗс хывнă. Çак мероприяти вӑхӑтӗнче, аллейӑна ҫӗнетрӗç, урӑхла каласан, типсе кайнӑ йывӑҫсем вырӑнне ҫамрăк чăрăш хунавӗсем лартрӗç.
Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов, районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн 8 класӗнче вӗренекенсем тата афганецсем хутшӑнчӗç. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Афганистан вăрçинче вилнӗ каччăсен амăшӗ тата тетӗшӗ Рузания Хайбуллова тата Ирек Ихсановта та килнӗччӗ.
— Афган вӑрҫинче Ҫӗпрел районӗнчен 200е яхӑн яш каччă хутшӑнчӗ. Шел пулин те, пирӗн 10 каччăмăр ҫапӑҫу хирӗнче пуçне хучӗ, паян вара эпир, асӑну хӑми уҫса, вилнӗ каччăсене хисепленине палăртатпăр. Çак аллея ҫамрӑк ӑрӑва вӗсем ҫинчен аса илтерсе тăрӗ, — тесе палӑртса иртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Воин-интернационалистсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов палӑртнӑ тӑрӑх, ку шухӑша пӗрремӗш хут вӗсене ӗҫ ветеранӗ Камиль Бикмухамедов сӗннӗ. Вӗсем виççӗн: Камиль Бикмухамедов, Виктор Петухов, Альберт Сулейманов чăрăш хунавӗсем туянаççӗ, лартаççӗ. Ку вӑл совет салтакӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 25 ҫул çитнӗ тапхăрта пулса иртет.
Нет комментариев