Алӗҫ енӗпе ăста пулни — ку пысӑк телей-тӗр вăл! Ҫӗнӗ кӗпе ҫӗлетӗн, илемлӗ мамăк тутӑр ҫыхатӑн е сӗтел ҫитти тӗрлетӗн... Галина Васильевна Кудряшова та мӗн ачаранах хӑйӗн асламӑшӗпе тата амӑшӗнчен курса, тӗрлеме вӗреннӗ
Галина Васильевна Кудряшова — Чăваш Республикин-чи Елчӗк районне кӗрекен Шăмалак ялӗн хӗрӗ.
Галина Васильевна ӳссе çитӗннӗ ҫулсенче ҫӗлеме, тӗрлеме пӗлмен хӗр ӗçчен пулса шутлан-ман, ҫавӑнпа асламӑшӗсемпе амăшӗсем хӑйсен хӗрӗсене мӗн ҫамрӑкранпах тӗрлеме, çыхма вӗрентнӗ, вӗсене кил хуҫисем пулма хатӗрленӗ.
Ялти шкулта пӗлӳ илнӗ хыççăн, малалла хӗр Теччӗри педагогика училищинче вӗренет. Вӗренсе тухсан хӗре районти Чăваш Паснапуç шкул-не направленипе ӗçе яраççӗ. Вăл пуçламăш классене вӗрентме пуçлать.
Çакăнта вăл пулас мӑшӑрӗпе, Виктор Александро-вичпа, паллашать, нумаях та вăхăт иртмест, çемье çавăраççӗ, ялта тӗпленсе юлаҫҫӗ. Çемьере вӗсем икӗ ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Çак тапхăрта Галина Васильевна Чăваш патшалӑх педагогика университетӗнче психологи-пе педагогика, унтан историпе юриспруденци факультетӗсене те вӗçлет.
Шкулта ӗҫлеме пуҫласанах вӑл ачасемпе тӗрлӗ кружоксем илсе пырать, тăрăшсах наци ташшисене вӗренме пуҫлаççӗ. Тумсем вара ҫитмеҫҫӗ, уйрӑмах чӑваш халӑхӗн наци тумӗсемпе проблема килсе тухать. Ҫавӑнпа Галина Васильевна ачасемпе тата тепӗр кружок йӗркелет. Чӑваш наци тумӗсем ҫине вӗсем тӗрӗсем тума пуçлаççӗ. Вӑл ҫак тӗлӗшпе кӗнекесем, журнал-сем нумай ҫырăнса илет, ву-лать. Уйрӑммӑнах ӑна «Халӑх шкулӗ» журнал çирӗп пулӑшать, мӗншӗн тесен унта пулас ӗçӗн схемине-ӳкерчӗкне те кăтартнă пулнă. Ҫак схемӑсемпе ӳкерчӗксем ҫине пӑхса Галина Васильевна малтан çак ӗçе хăй туса пăхать, унтан ӑна ачасе-не сӗнет.
Ачасемпе малтанхи алă ӗçӗсем вӗсен 2009 ҫулта пулса тухаççӗ — кусем шăрçасенчен тунӑ пӗчӗк çеç сувенир-йывăçсемпе чечексем пулаççӗ.
— Ҫакăн пек илемлӗхе туни ачасене питӗ килӗшрӗ, вӗсем тата тӑрӑшарах, пысӑк хавха-ланупа ӗçлеме пуҫларӗҫ. Йӗппе, шӑрҫапа тӗрлесси вӗсемшӗн питӗ интереслӗ, илӗртӳллӗ пулчӗ. Ачасем кашни япалана тӗплӗн те тӗп-тӗрӗс тума, тӳсӗмлӗ пулма тăрăшаççӗ, ӳркенмеççӗ, — тет Галина Васильевна.
Паянхи кун Чӑваш Паснапуç пуҫламӑш шкул-ача садӗнче пурӗ 34 ача вӗренет, 20 ача — шкула, 14шӗ вара ача садне çӳрет. Ача сачӗ полилингвальлӗ, урӑхла каласан, кунта виҫӗ: тутар, чӑваш тата вырӑс чӗлхисене вӗренеҫҫӗ. Шкул ачи-сем тӗрӗ кружокне çӳреççӗ.
2021 ҫулта тухъя-хушпу туса пăхаççӗ вӗсем, ăнăçлă пулса тухать. Галина Васильевна каланӑ тӑрӑх, тухъя тӑвас ӗҫ тӑкаклӑ, çакăншăн нумай тенкӗсем кирлӗ. Пӗр тухъя тӑвасси, сӑмахран, ултӑ пин тенке тӳрӗ килнӗ.
Шӑрҫаран тунă алӗçӗсемпе вӗсем пуҫласа районта ир-текен тӗрлӗ мероприятисен шайӗнче йӗркеленӗ куравсене хутшӑнаҫҫӗ, унтан республика шайне те тухаҫҫӗ. Кӑҫалхи çулăн августӑн 16-мӗшӗнче Хусанта «Времен связущая нить» ятлă халӑх художество промысли-семпе культурисен куравӗнче хутшăннă. Унта Галина Васильевна хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Софья тата Кристина Карабаевасемпе пӗрле чӑваш наци тӗррисене тӗрлес тата вӗтӗ шӑрҫапа ӗçлемелли станок-па ӗҫлес енӗпе мастер-класс кӑтартнă. Тутарстан Республи-кин Раисӗ Рустам Минниханов вӗсемпе пӗрле асӑнмалӑх сăн ӳкерӗннӗ.
Августӑн 30-мӗшӗнче Галина Васильевнӑна Хусанта Тутарстан Республикин кунне палăртса ирттерес енӗпе мероприятире те хутшăнма май килчӗ. Çакă «Хусан Кремлӗ» ятлӑ музей-заповедникре, Манеж залӗнче йӗркеленӗ курав пулать. Унта августӑн 29-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 3-мӗшӗччен «Времен связущая нить» курав ӗҫлет, унта Галина Васильевна тунă пуçа тăхăнмалли чӑваш наци тумӗсем тата эрешлемелли япаласем те вырăн илнӗ.
Сентябрь уйăхӗн варринче вӑл Хусанти Ҫӗпрел районӗн культура кунӗсенче, Чӑваш наци алшӑллине тӗрлес енӗпе акцире те хутшӑнать.
Опытлӑ педагог «Хусана Экспора» 20-22-мӗшӗнче Каzfn Digital Week халӑх художество промыслисен изделийӗсен куравӗнче хутшӑнчӗ. Вӑл унта хӑйӗн ӗҫӗсене сӗнчӗ, ҫавӑн пекех пуçа тăхăнмалли наци тумӗ тӑвас енӗпе вӗренӳ процесӗ мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен каласа парать.
2021 ҫулта вӗсем кружокра ӗçленӗ алӗçӗсемпе 500 пин тенкӗлӗх Грант çӗнсе илеҫҫӗ. Грант укҫи-тенкипе шкул-ача сачӗ валли наци тумӗсем ҫӗлеттернӗ. Информаци технологийӗсемпе усă курма ансат, тӗрлӗ тӗслӗ принтер, интерактивлӑ хӑма, чӑвашла кӗнекесем тата ытти хатӗрсем туянаççӗ.
2022 ҫулта вара, чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ пулнă май хутшӑнса, 50 пин тенкӗлӗх Грант çӗнсе илет. Çак укҫа-тенкӗпе ачасене тӗрӗ ăсталăхӗн малтанхи утăмӗсене тума в ӗр енмелли хатӗр сем туянаççӗ. Ҫав станоксем ҫинче вӗсем хӑйсен вӗрентекенӗпе пӗрле шӑрҫаран масмаксем, мӑй эрешӗсем, сулӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Галина Васильев-нан тăрăшуллă, чыслă ӗçне тӗрлӗ ҫулсенче Хисеп грамотисемпе чыслаççӗ. «Раççей Федерацийӗн вӗрентӳ ӗçӗн отличникӗ» тата «Ӗҫ ветеранӗ» ята та тивӗçнӗ вăл.
Паянхи кун Галина Васильевна ертсе пыракан кружока ултӑ ача: Софья тата Кристина Карабаева, Карина Захарова, Дарья Ильбикина, Ольга Мартынова тата Константин Мар-тынов çӳреççӗ.
Нет комментариев