Аслă çултисене тимлӗх
Хыпарсем

Аслă çултисене тимлӗх

Алешкин-Саплăк ял тăрăхĕнче ватă çынсен кунне паллă турĕç

Октябрĕн 5-мĕшӗнче Алешкин-Саплăк ялӗн Культура çуртĕнче Ватăсен кунне халалланă савăнăçлă уяв мероприятийĕ иртрĕ. Унта ялта пурăнакан аслă ăрури çынсене тата Украинăри ятарă çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсене чĕннĕччĕ. 

Сумлă хăнасене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Артемьев ăшă та ырă сăмахсемпе саламласа, канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, яланах çывăх çынсен ăшшине туйса пурăнма сунчĕ. 

Уяв мероприятийĕ ăшă калаçупа йĕркеленсе пычĕ. Ял тăрăхĕн ветерансен совечĕн ертӳçи Валерий Марков та килнĕччӗ, хăнасене уяв ячĕпе саламларĕ. Октябрь пуҫламăшӗнче ватăсен кунне уявласси ырă йăла пулса тăнине пĕлтерчĕ. Илемлĕ мероприятие йĕркелекенсене чун-чĕререн тав турĕ.

«Пĕр-пĕрне курса, куçа-куçăн пăхса калаçса ларни хальхи вăхăтра ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă», — терĕ Валерий Васильевич.

Ватă çынсене хисеплесси, вĕсене кулленех пулăшса пырасси, çепĕç сăмах каласа кăмăлĕсене çĕклесси — ачисен, мăнукĕсен тĕп тивĕçĕ. Ҫакна шута илсе уявра шкулта вĕренекен ачасем юратнă тăванĕсене илемлĕ юрă-кĕвĕ парнелерĕç, ватăсен чун-чĕрисене тыткăнларĕç. 

Уявра аслă ăрурисем пĕрле ĕçленĕ, вĕреннĕ самантсене те аса илчĕç. Кашниех чĕрисенчен тухакан ăшă сăмахĕсене каларĕç. Тахçанах манăçнă чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç.

«Ăшă сăмах ăшăтать, сивĕ сăмах сивĕтет», — теççĕ халăхра. Нумай кирлĕ-и çынна? Уйрăмах ватлăх енне пуснăскере... Тимлĕх, юрату, ырă кăмăл кашни çыншăн эмел пекех-çке... 

Культура ĕçченĕсем мероприятие пухăннă çулĕсемпе ватă та, чунĕсемпе çамрăк тусăмăрсене техĕмлĕ чейпе хăналарĕç. Ватăсем вĕсене чун-чĕрисенчен тухакан пехил сăмахĕсем парнелерĕç. 
Мероприятие йĕркелес тата ирттерес ĕçе пысăк пай кĕртекенсене хам ятран (автортан) тав сăмахĕ каласа хăварас килет. 

Вĕсем: Алешкин-Саплăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Артемьев, ветерансен совечĕн ертуçи Валерий Марков, «Тăваньел сачĕсем» хресчен-фермер хуçалăхĕн ертуçи Альфред Хайруллин, Таваньел ялĕнче пурăнакан предприниматель Марат Исхаков, ялти библиотека заведующийĕ Ирина Артемьева тата шкулта кӗçӗн классене вӗрентекен Зинаида Иванова.


Нет комментариев