Асăмра пянхи кун пекех...
Октябрӗн 5-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери вӗрентекен кунӗ. Район администрацийӗнче çутӗç ӗҫченӗсене чысларӗҫ
Вӗрентекенсене професси уявӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ. Саламлассине, çаплах, ZOOM урлă йӗркелерӗç, унта районти мӗнпур педагогика коллективӗсем те хутшӑнчӗç.
– Ҫӗпрел районӗнчи çутӗç ӗçӗнче 600тен ытла педагог ӗҫлет. Эсир ачасене пӗлӳ паратăр, пултарулӑхӗсене уçăмлатăр тата вӗсене аталантаратăр, кашни вӗренекене хăвăрăн ачăр пек йышăнса, чунтан тăрăшса ӗçлетӗр. Ҫак йывӑр тата пархатарлă ӗçӗршӗн чун-чӗререн тав сӑмахӗсене йышӑнӑр, – терӗ Марат Гафаров.
Район пуҫлӑхӗ палăртнă май, вӗрентекенсене пандеми вăхăтӗнче питӗ йывӑр условисенче ӗҫлеме тӳрӗ килчӗ. «Дистанциллӗ вӗрентни пирӗн ачасене сирӗн пулăшăвăрсăр пуçне воспитани пама пулманнине кӑтартрӗ», – терӗ Марат Гафаров тата малашне вӗренӳпе вӗрентӳ процесӗ чӗрӗ хутшӑну условийӗсенче иртмелле пултăрччӗ тесе, вӗрентекенсене сывлăх, ӗçӗсенче ăнăçусем сунчӗ.
Торжествăлла мероприятире вӗрентекенсене Марат Гафаровпа çутӗç уйрăмӗн пуҫлӑхӗ Ильсур Халитов патшалӑх парнисене пачӗç.
Вӗрентекенсемшӗн концерт номерӗсем хатӗрленӗччӗ, çавӑн пекех, Тутарстанăн халӑх артисчӗ, ентешӗмӗр ИлСАФ интернет урлă юрă парнелерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев