Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Ăшӑ ҫурт» приютӑн воспитанникӗ «Абилимпикс — 2023» ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ

Мускавра инвалидсемпе çусăр çамрăксем хушшинче професси ăсталăхӗн «Абилимпикс — 2023» Наци чемпионатне хупас енӗпе мероприяти иртрӗ.

«Абилимпикс» сусӑр ҫамрӑксене хӑйсен вӑйне туйса илме, пултарулӑхне кӑтартма, пурнӑҫри вырӑнне тупма пулӑшать. Унта пирӗн районтан «Ăшӑ ҫурт» социаллӑ приютăн воспитанникӗ Вадим Голенков хутшӑнчӗ, II вырӑна çӗнсе илчӗ.

Вăл çӗнтерӳҫӗ Дипломӗпе тата сертификатпа наградӑланчӗ.

Çӗнтерӳçӗне саламлатпӑр, пӗрле савăнатпăр тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатпӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев