Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ачасем коррупцие хирӗҫ

Юрий Адъютантов

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче П.В. Дементьев музейĕнче, «Ăшă çурт» социаллă приют воспитанникĕсем валли коррупципе кĕрешмелли кун тĕлне хатĕрленĕ «Пурте - коррупцие хирĕç» темăпа, электронлă хăтлавпа усă курса, калаçу ирттертӗмӗр.

Ачасем чи çивĕч ыйтусене сӳтсе яврĕç: «Мĕншӗн çынсем сĕтев (взятка) параççĕ?», «Мĕншĕн çынсем сĕтев илеççĕ?». «Сĕтев», «сĕтевçĕ», «коррупци» сăмахсен пӗлтерӗшӗпе паллашрĕç. Çакă ытларах патшалӑх влаҫ органӗсен, право сыхлавӗн органӗсен ӗҫ-хӗлӗнче, сывлăх сыхлав, вĕренӳ тытăмĕсенче палăрать.

Коррупципе çыхăннă социаллă роликсене пăхса тухнă хыççăн, коррупци палăрăмӗнчен сыхланас тесен çынсем хăйсене мĕнле тытмалли çинчен шухăшĕсене, коррупципе кӗрешмелли мелсене пĕлтерчĕç. Çавăн пекех, «Эпир – коррупцие хирĕç» ача-пăча ӳкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ тематика куравне пăхрĕç, вĕсенче паянхи кунăн çивĕчлĕхне кăтартаççĕ.

Акӑлчан философ-материалисчĕ Томас Гоббс çапла палӑртнӑ: коррупция «есть корень, из которого вытекает во все времена и при всяких соблазнах презрение ко всем законам». Шанас килет, пурнăçри темĕнле йывăр лару-тăруран та тухма пулать, законран пăрăнмасăр тĕрĕс йышăну тусан.Томас Гоббс «Коррупци – тымарӗ пур, вӑл тымартан ӗмӗр тӑршшӗпех юхса тухать тата кирек мӗнле илӗртӳ сиксе тухсан та законсене ним вырӑнне те хумасть».

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев