«Ача — тӗп пассажир» акци иртрӗ
Акцин тӗллевӗ — пассажир ачасем хутшăннипе килсе тухакан çул-йӗр-транспорт инкекӗсене профилактикăлассиччӗ.
Августӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 10-мӗшӗччен пӗлтернӗ «Тимлӗх, ачасем!» оперативлӑ-профилактика мероприятийӗсен шайӗнче районта ГИБДД инспекторӗсем «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн» патшалӑх бюджет учрежденийӗн Пăвари уйрӑмӗпе пӗрле йӗркеленӗ «Ача — тӗп пассажир» акци ирттерчӗç.
Автоинспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек кашни акци темиҫе ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултарать.
Çак мероприятире пассажир ачасен хутшӑнӑвӗпе килсе тухакан ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсене профилактикӑлама, ачасен ятарлă креслисемпе тата хӑрушсӑрлӑх ременӗсемпе усӑ курассине популярлă тума палӑртнӑччӗ. РФ Çул-йӗр юхӑмӗн правилисенче водительсене 12 ҫулчченхи ачасене автомобиль салонӗнче ятарлă тытса тăмалли хатӗрсемпе усӑ курма кирли çинчен палăртнă.
Акци вӑхӑтӗнче ГИБДД ӗçченӗсем ачасемшӗн ятарлă автокреслосемпе тата ачасене турттарнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе усӑ курас енӗпе автомобильсене тӗрӗсленӗ, ҫавӑн пекех, ачасене автомобиль салонӗнче лартса çӳренӗ чухне тытса тӑракан хатӗрсемпе усӑ курмаллине аса илтерчӗç. Акци вӑхӑтӗнче водительсене, ашшӗ-амӑшне справочниксем, ҫамрӑк пассажирсене вара — ҫутта тавăракан элементсем пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев