37 çул фермăра ӗçленӗ
Хыпарсем

37 çул фермăра ӗçленӗ

Нина Степановна Тарасова кинора та ӳкерӗннӗ Ирина Ишмукова, Хулаçырми ялӗ

Нина Степановна Тарасова 1949 çулта Хулаçырми ялӗнче Нищетовсен çемйинче, пӗрремӗш ача пулса çуралать.

Пӗртăвансемпе Нина Степановна питӗ пуян. Вӗсен çемйинче 9 ача çут тӗнче курать. Паллах ӗнтӗ, вăл вăхăтра вӗсене ура çине тăратма Степанпа Ольгăна çăмăл пулман. Çапах та ачисем пурте паян кунччен сывă, тӗрес-тӗкел, харпăр хăйӗн çемйипе пурăнать. 

Нищетовсем мӗн ӗмӗр тăршшӗпех ялти хуçалăхра вăй хурса пурăннă, ачисене те мӗн пĕчĕкренех ӗçе хăнăхтарнă. Ашшӗ фронтран, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинчен, суккăр пулса таврăннăран, нумай арçын тумалли ӗçсем аслă хӗрне, Нинăна тивет. Нина мӗн пӗчӗкрен йывăр ӗçе кӳлӗнет. Çакăн пек пысăк çемьене тăрантарма çăмăл мар вӗт! Шăллěсемпе йăмăкӗсене шкул пӗтернě хыççăн, хулара малалла вěренме хистет, хăй вара ялтах юлать. 

Нина Степановнан ялти ӗç стажӗ вунпӗр çултанах пуçланать. Вăл шкулта вӗреннӗ чухнех колхоз ӗçӗсене хутшăннă, амăшне фермăра пулăшнă, çуллахи каникулта тислĕк тăкма, пăрçа çулма, тырă вырма, утă тавăрма, пуçтарма çӳренӗ. Хулаçырми ялӗн сакăр класлă шкулне вӗренсе пӗтерсенех çамрăк хӗр фермăна ӗне сума вырнаçать. Ун чухне ӗçчен те вăр-вар хӗрсене фермăна савăнса, пӗр сăмахсăрах, ӗçлеме илнӗ. «Ленин çулӗ» ячӗллӗ колхоз ферминче ăна выльăх тухтăрӗ пулса ӗçлекен çамрăк та яш каччă Николай Иванович Тарасов куç хывать. 1976 çулта мартăн 4-мӗшӗнче çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ, 3 ывăлпа 2 хӗр ӳстерсе çитěнтереççě. Нина Степановна, мӗн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 37 çул ӗне сунă çӗрте вăй хурать. Хăйӗн ĕçне пĕтĕм чунне парса туса пырса, яланах малти вырăнсенче пулать. «Хамăн ĕçе, вăл çав тери йывăр пулсан та, питĕ юратнă. Ӗçе савăк кăмăлпа кайнă, тăрăшса пурнăçланă. Кашни кун: çулла-и, хĕлле-и — ĕçе тăватă сехетре тăрса утнă, ал вĕççĕн 16-17 ĕне сунă. Ӗне сумалли аппаратпа сума тытăнсан кашнин 35 ĕне таран пулнă. Хамăн ĕмĕре ферма ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн нихăçан та ӳпкелешмен, мĕншĕн тесен яла питĕ килĕштеретĕп эпĕ, нихăçан та ăна хула шăв-шавĕпе улăштарман пулăттăм. Ялта уçă сывлăш, шăплăх хуçаланать, тавралла мĕнешкел илем. Автан сассипе вăранни мĕне тăрать тата! Халĕ ялти пурнăç условийĕсем хуларинчен пĕртте кая мар, ялта пурăнма ырлăх: кашни килтех газ çунать, пирĕн шыва та киле кĕртнĕ, çулсем тикĕс те яка. Ялтах пурăнма аван», — тет Нина Степановна.

Нина Степановна — ĕç ветеранĕ, пилĕк ача амăшĕ. Николай Ивановичпа Нина Степановна — ялти хисеплě çынсем. Вӗсем тем туса та ĕлкĕрнĕ: ачисене те çуратса çитĕнтернĕ, пӳрт-çуртне те лартнă, выльăх- чĕрлĕхне те пăхнă, ĕçе те çӳренĕ, колхоз панă тӳпесене те туса пынă, уттине те çулнă. Нихăçан та йывăр тесе нăйкăшман. Шел пулин те, 2012 çулта январӗн 21-мěшěнче çемьере пысăк хуйхă пулать: мăшăрě, Николай Иванович, йывăр чирлесе çӗре кӗрет. Нина Степановнăна çак йывăр хуйха тӳссе ирттерме ачисем, мăнукӗсем, тăванӗсем тата юлташӗсем пулăшаççӗ.

Нина Степановна тивӗçлӗ канура пулин те алă усса лармасть: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, пахчаçимĕç çитĕнтерет, пушă вăхăтра алă ěç тума: çыхма, тӗрлеме юратать. Ун пӳртěнче хăй çыхнă япаласем питӗ нумай. Эрешлесе çыхнă чăлхисем, тапочкийӗсем, салфеткисем, диван çине сармалли ватулӗсем, тенкел çийӗсем, тутăр-косынкисем, чечекӗсем пӳрт-çуртне илем кӳреççӗ, капăрлăхӗпе савăнтараççě. «Дояркăра ӗçленě чухне алă ӗç туса ларма вăхăт çитменнипе питех çыхман çав, халӗ вара пӗр кун та алла йӗп, крючок тытмасăр ирттерейместӗп», — тет вăл. Хăй патне килекен çынна нихăçан та парне-кучченеçсӗр кăларса ямасть. Çавăнпа та Нина Степановнăна япалисемпе кашни çул ялти тата районти мероприятисенчи курăмсене яланах илсе каяççě, Хисеп грамотисем парса чыслаççӗ.

Нина Степановна алă ӗçе кăна мар, чăваш халăх юррисене юрлама та ăста. Вăл тăрăшнипе Хулаçырми ялӗнче вунă-вуникě çынран тăракан чăваш хěрарăмӗсен ушкăнӗ йěркеленчě, ăна ялти Культура çуртӗнче ӗçлекенсемпе пӗрле «Çăлкуç» фольклор ушкăнӗ ят пачěç. Ялта иртекен мӗнпур уявсенче, мероприятисенче яланах çак ушкăнри хӗрарăмсем хăйсен юррисемпе халăха савăнтараççӗ, репертуарӗнчи юррисене ӳстерсе, çӗнетсех тăраççӗ.

Хăйӗн пурнăçӗнче Нина Степановнăн кинора та ӳкерӗнме май тиврӗ. Ял спонсорӗн, Николай Федорович Угасловăн, ачалăхне ӳкерекен картинăра ача çураттаракан рольне Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗсемпе пӗрле вылярӗ. Ӗлӗкхи сюжетсене ӳкерме кирлӗ япаласемпе: тум-тирпе, чашăк-тирӗксемпе, ӗç хатӗрӗсемпе тивӗçтернишӗн; лупас айěнче, пахчинче сюжетсене ӳкерме ирӗк панăшӗн Диплом тата тав çырăвӗ парса чысларӗç.


Нет комментариев