«Хӗлхем» – Сертификатпа чысланчӗ
Тӗп хыпар

«Хӗлхем» – Сертификатпа чысланчӗ

«Пирӗн кил – Тутарстан» республикӑри этнокультура фестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ

Мероприяти Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗн шайӗнче Тутарстан Республикин тӗп хулинче – Хусанта иртрӗ. Унта этнокультура мероприятине пӗтӗмлетрӗç. 

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ҫак анлă содержаниллӗ культура мероприятине йӗркелекенсене тата хутшӑнакансене тӑван культурӑна упраса хӑварас тата сарас ӗҫе хăйсенчен пай кӗртнӗшӗн тав турӗ.Малалла Рустам Минниханов республикӑри халӑхсен этнокультура аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗ Тутарстан çыннисене патшалӑх наградисене пачӗ. Тутарстанри 10 пултарулӑх коллективӗ Тутарстан Раисӗн ятӗнчен сертификатсем илчӗç. Сертификатсене коллективсене малалла тумтирсем ҫӗлеме, кирлӗ хатӗрсем илмешкӗн пачӗç. 

Сертификата илекенсен хушшинче Ҫӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халӑх фольклор ансамблӗ те пурччӗ. Ҫак пултарулӑх коллективне Тутарстанăн тава тивӗçлӗ культурӑпа çутӗç ӗҫченӗ Людмила Сердцева ертсе пырать. Ансамбль район, республика шайӗнче те, çаплах, кӳршӗ облаçсенче те палӑрчӗ, чылай конкурспа фестивальсен ҫӗнтерӳҫи те. 

Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов ертсе пыракан делегаци те хутшӑнчӗ. 

Справка

Республикӑри «Пирӗн кил – Тутарстан» этнокультура фестивалӗ 2012 ҫултанпа республика территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен пӗрлӗхне ҫирӗплетес тата ӑс-хакӑлпа пуянлатас тӗллевпе иртет. ТР Раисӗн хушăвӗпе 2014 ҫултанпа гала-концерта Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ шайӗнче ирттереҫҫӗ.

2026 ҫулта фестиваль тӗрлӗ рен пулнă 4 пин ытла хутшăнакана пӗрлештерчӗ.  Суйлав тапхӑрӗсем октябрӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен çичӗ зонӑра – Нурлат, Арск, Пӑва, Хусан, Менделеев, Сарман тата Лениногорск районӗсенче – иртрӗҫ. Фестивале республикӑри мӗнпур муниципаллӑ районсен коллективӗсене явăçтарчӗç.


Нет комментариев