Хыпарсем

Амӑш капиталӗ – ҫурт-йӗр туянма

Социаллă тема

Амӑш капиталӗ ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама май парать. 

2026 ҫул пуҫланнӑранпа Тутарстанри 11 пин ытла ҫемье амӑш капиталӗн укҫи-тенки шучӗпе пурӑнмалли условисене лайӑхлатнă. Ҫав шутран 9831 ҫемье ҫурт-йӗр кредичӗсемпе заемсене амӑш капиталӗн укҫи-тенкипе татнӑ, 1677 ҫемье – ҫурт-йӗр туяннӑ е тунӑ.

Амӑш капиталӗпе ҫемье хваттер е ҫурт туяннӑ чухне усӑ курма, хӑйсен ҫурт-йӗрне тума яма е ҫурт-йӗр кооперативӗнче хутшăнса явӑҫтарма пултарать. Тепӗр вариант – ҫурт-йӗр кредичӗпе ҫыхӑннӑ парӑмсемшӗн сертификат укҫи-тенкипе шут-хисеп тăвасси.

Ҫемьен амӑш капиталӗн укҫи-тенкипе усӑ курмалли прави пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалли мел суйласа илнине кура килсе тухать. Сӑмах кредит илмесӗр кăна ҫурт-йӗр туянасси е тӑвасси пирки пырать пулсан, укҫа-тенкӗпе ача виҫӗ ҫула ҫитсен çеç усӑ курма пулать. Ҫурт-йӗр кредичӗ пулсан вара, çак вӑхӑта кӗтмелле мар: сертификата амӑш капиталӗн прави пулсанах малтанхи взнос вырӑнне усӑ курма, ҫавӑн пекех тӗп парӑма тата процентсене татма ирӗк параҫҫӗ.

«Амӑш капиталне ҫурт-йӗр тума ярасси Тутарстанри ҫемьесемшӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри пулса юлать. Ҫурт-йӗр кредичӗн сертификачӗпе усӑ курма май пурри ашшӗ-амӑшне хӑйсемшӗн чи меллӗ вариант суйласа, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама май парать», – тет Тутарстан Республикин Социаллӑ фончӗн уйрăмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин.

Ҫамрӑк ҫемьесем валли тӳлевсем 2027 ҫулта сисӗнмеллех ӳсӗҫ. 2027 ҫулта пӗрремӗш ачашӑн амӑш капиталӗн виҫи 778,5 пин тенкӗ таран ӳсӗ. Енчен çемье пӗрремӗш ачашӑн Амӑш капиталне илмен пулсан, иккӗмӗш ачашӑн тӳлев 1 миллион тенкӗ ытла пулӗ. 

Ҫавӑн пекех:

  • – йывăр çын хӗрарăма тата ача ҫуратнипе чи пысӑк пособи – 1,1 млн. тенкӗ ытла;
  • – ача пӑхас енӗпе уйӑхсерен паракан чи пысӑк тӳлев – 95,5 пин тенкӗ;
  • – ача ҫуралсан пӗр хутчен парӑнакан пособи – 30,4 пин тенкӗ пулӗ.

 


Нет комментариев