Хыпарсем

Пилӗк хулӑнланса пынă май сывлӑх япӑхланать

Мӑнтӑрланни – ҫын организмӗнче ытлашши ҫу сийӗ пухӑннипе палӑрса тӑракан вӑраха кайнӑ чир

Нумайăшĕ кĕлетке виçи ытлашши пулни эстетика тĕлĕшĕпе кăна хитре мар тесе шухăшлать.

Çав вăхăтрах самăрланнин чи пысăк хăрушлăхĕ – нумай чире пуçарса яма тата вăхăтсăр вилĕм патне илсе çитерме пултарнинче. Кун пирки эпир врач-терапевтпа, районти тӗп больницăн медицина енӗпе тӗп врач ҫумӗпе Ильназ Науметовпа калаҫрӑмӑр.

– Ильназ Фаритович, ытлашши виҫене мӗнле сӑлтавсем витӗм кӳреҫҫӗ?

– Самăрланни те вăл чир, ҫакăн патне илсе ҫитерекен сӑлтавсем нумай пулма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ӳсӗртекен шӗвексем ӗçме хӑнӑхни те ытлашши виҫе сӑлтавӗ пулса тӑрать. Ытлашши виҫепе тухӑҫлӑ кӗрешес тесен, вӑл мӗншӗн килсе тухнине пӗлмелле, ҫавӑн пекех, чирӗн стадине палӑртни пӗлтерӗшлӗ. Çакна палăртас тесен, паллах, врач патне каймалла. Пӗрремӗш тапхăрта – вӑл участок терапевчӗ пулма пултарать.

Мӑнтӑрланнин икӗ тӗсӗ пур: гиноидлӑ тата андроидлӑ. Пӗрремӗш хутӗнче ҫу сийӗ пӗҫӗ тата ура тупанӗ ҫинче пухӑнать. Пӗрремӗшӗ хӗрарӑмсенче ытларах палăрать, иккӗмӗшӗ вара арҫынсенче ытларах тӗл пулать. Кун пек чухне ҫу сийӗ пилӗкпе хырӑмӑн ҫӳлти пайӗнче пухӑнать. Çакăн пек мӑнтӑрланнинчен шикленмелле, мӗншӗн тесен вӑл пысӑк чирсем патне илсе ҫитерме пултарать. Кун пек ҫынсем сахӑр диабечӗпе, гипертонипе аптӑраҫҫӗ. Вӗсенче триглицеридсем нумай пулнӑран атеросклероз аталанать.

– Ытлашши виҫе ан пултӑр тесен мӗн тумалла? 

– Чи малтанах, сывӑ апат ҫимелле! Пысӑк калориллӗ апат-ҫимӗҫ, алкоголь шӗвекӗсенчен пăрăнмалла. Крахмалпа, ҫӑмӑл ирӗлекен углеводсемпе пуян апат-ҫимӗҫе ахальлисенчен ҫурри таран, фруктозӑпа пуян улма-ҫырла шутне чакармалла, сахал калориллӗ апат-ҫимӗҫе ытларах ҫимелле, рациона пахчаҫимӗҫ, белоклӑ апат-ҫимӗҫ, тулли пӗрчӗллӗ кӗрпесем кӗртмелле. Апата васкамасӑр ҫимелле, тӑварпа кӑлпасси çиессине чакармалла. Кун тăршшӗнчи юлашки апат ҫывӑрма выртиччен 3-4 сехет маларах пулмалла. Паллах, ыйхӑ тулли пулмалла.

– Вӑй-хал хастарлӑхӗ пирки вара...

– Ытлашши виҫепе кӗрешес ӗҫре вӑй-хал хастарлӑхӗ питӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Ку спорт хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫлани кӑна мар, куллен вӑй-хал хуни те. Заняти тӗсне суйланӑ чухне пӗтӗмӗшле сывлӑха, кӗлетке виçин шайне тата пациентӑн уйрӑм кӑмӑлне шута илмелле. Чирӗн ҫӑмӑл тапхӑрӗсенче вӑтам интенсивлӑ занятисем сӗнеҫҫӗ: шывра ишесси, хӑвӑрт утасси, ташласси, велосипедпа ҫӳресси, пусма тӑрӑх хӑпарасси, аэробика. Патологин йывӑр формисем пулсан пӗчӗк интенсивлӑ нагрузкăсене суйламалла: васкамасӑр уҫӑлса ҫӳремелле, зарядка тумалла, килти йӑла хастарлӑхӗ.
Пӗтӗмлетсе каласан, мӑнтӑрланни вӑл – вӑраха кайнӑ чир, ӑна сиплес пулать!

– Пысăк тав сире, калаçушăн!

Цифрăсем

Ҫулсерен тӗнчере 3 миллиона яхӑн ҫын кӗлетке виçи ытлашши пулнипе тата мӑнтӑрланнипе вилет.
Сахӑр диабечӗпе чирлекенсен 44 проценчӗ, чӗре ишемийӗнчен 27 проценчӗ, онкологи чирӗсенчен 40 процента яхăнăшӗ кӗлеткен ытлашши йывӑрӑшӗпе ҫыхӑннӑ.

Ӗлӗкрех кӗлетке йывӑрӑшӗн нормине питӗ ансат шутланӑ. Кун валли ҫын ҫӳллӗшӗнчен 100 ҫеҫ илмелле. Тӗслӗхрен, ҫын ҫӳллӗшӗ 160 сантиметр пулсан, 100 илсе пăрахсан 60 килограмм юлать. Норма 15-20 килограмран иртнӗ пулсан вара, сӑмах мӑнтӑрланни пирки пырать.


Нет комментариев