Тутарстанра çар службине Африка корпусӗнче контракт службипе улӑштарма пулать.
Призывниксем ҫар службине контрактпа службӑна улӑштарма, пӗр хутчен парӑнакан 2,9 миллион тенкӗ укҫа тӳлевне илме пултараҫҫӗ. Вӗссенчен 2,5 миллион тенки – Тутарстан Республикинчен, 400 пин тенки – Оборона Министерствинчен.
Кандидат пӗр ҫуллӑха контракт тăвать, ҫак срокӑн ҫур çулӗ Африкӑра командировкӑна тӳрӗ килет. Командировкӑна каяс умӗн ҫар ҫынни темиçе уйӑх РФ территорийӗнче пурӑнать – мӗнпур йышши хӗҫ-пӑшал вăрттăнлăхӗсене алла илет, техникӑпа, ӗҫ йӗркипе тата тактика уйрӑмлӑхӗсемпе паллашать.
Тутарстан Республикинче РФ Оборона Министерствипе контракт тӑвасси, хушма премисем, ҫӑмӑллӑхсем тата тӳлевсем ҫинчен heroes-tatarstan.ru сайтра пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех, Хусанти Контрактпа ҫар службине суйламалли пункта (1-мӗш разрядлине) кайма пулать. Адресӗ: Аэропорт урамӗ, 1/40; тел.: (843) 221 44 52. Унсӑр пуҫне, «Батыр» центра 7 800 222 59 00, ытти регионсенче пурӑнакансен 8 800 222 59 00 телефон номерӗпе е колл-центрăн 117 регионсен хушшинчи номерӗпе шӑнкӑравлама пулать.
Нет комментариев