Сывлăх
Куҫӗсем сывӑ чухне ҫеҫ ҫын пурнăçăн мӗнпур лайӑххине курса, туйса пурăнма пултарать.
«Куҫа упрамалла, мӗн ҫуралнӑранпах ӑна сыхласа пурăнмалла», – тет районти тӗп больницӑн врачӗ Гузалия Насибуллина.
Час-часах ачасем аслисене хӑйсен куҫӗ япӑхланни ҫинчен каламаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗн ҫакӑн ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрмалла: ача куҫне хӗсет, килти ӗҫсене пурнӑҫланӑ чухне, вылянӑ е вуланӑ чухне пӗшкӗнсе, телевизора ҫывӑхран пӑхать е монитор экранӗ патне ҫывăха килет, куҫ çине нагрузка пулнă чухне питӗ хӑвӑрт ывӑнать.
Врач куҫ гигиенин тӗп правилисене пӑхӑнма сӗнет:
Ҫутӑ. Ҫутӑ пайӑркисем куҫа тӳрех ҫутӑлăх пама тивӗçлӗ мар. Вуланӑ чухне куҫ валли чи лайӑх условисем – ачан сулахай енне вырнаҫтарнă (ача сылтӑмпа çырать) пулсан тата кӗнеке ҫине тӗлленӗ лампа евӗр зонӑри ҫутӑ.
Шрифт пахалӑхӗ. Шурӑ хут ҫинче уҫӑмлӑ шрифтлӑ пичетсене суйлӑр.
Меллӗ вырӑн. Куҫран кӗнеке е монитор патне ҫитме 70 сантиметртан кая мар, планшета ҫитичченхи хушă 30 сантиметртан кая мар пулма тивӗçлӗ. Килти уроксене хатӗрленӗ чухне ача кӗлеткипе пуҫне тӳрӗ, хулпуҫҫийӗсене тӳрлетсе тытнине сӑнӑр.
Транспортпа пынă чухне вулама юрамасть. Куҫпа кӗнеке хушшинчи дистанци пӗрмай кӗскелет, ӳсет, куҫсем яланах фокуса улӑштараҫҫӗ, ҫакӑ мышцӑсен тытӑмӗсене япӑх витӗм кӳрет, куҫ ҫивӗчлӗхне ҫухатать.
Куҫӑрсене кантарӑр. Енчен те эсир япаласем ҫине чылай вӑхӑт ҫывӑхран (кӗнеке, монитор, телевизор) пӑхатӑр пулсан, вӗсем ҫине инҫетрен те темиҫе минут хушши пӑхмалла. Хирӗҫле ӗҫсем те пӗлтерӗшлӗ –инҫете нумай вӑхӑт пӑхса тăнă чухне куçа ҫывӑхри япаласем ҫине куҫарни.
Ачасемпе урамра кашни кун 1,5-2 сехет уҫӑлса ҫӳреме тӑрӑшӑр. Куҫа ультрафиолет пайӑркисенчен сыхласси. Хӗвеллӗ ҫутӑ ҫанталӑкра сетчаткӑна ультрафиолет пайӑркисенчен сыхлама хӳтӗлев куҫлӑхӗ тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ.
Ача тата гаджетсем. 3 ҫула ҫитмен ачасене кӗсье телефонӗсемпе, компьютерсемпе, планшетсемпе выляма вӗрентмелле мар. Шкул ӳсӗмӗнчи ачана стационарлӑ компьютера хăнăхтарни лайӑхрах. Асра тытăр, экрансенчен ытла ҫывӑхра ӗҫлени куҫ мышцисен спазмине кăларса тăратать.
Врач-офтальмолог патне кайӑр. Куҫăрсемпе проблемăсем килсе тухсан, специалист патне кайӑр. Профилактикăшăн 2 ҫулта 1 хутран кая мар врач патӗнче тӗрӗсленмелле.
Рационаллӑ апатлану. Тӗрӗс апатлану лайӑх курассишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Бета-каротин, С, Е витаминсем, цинк, кали, омега-3 ҫуллӑ йӳҫексем куҫ сывлӑхне лайӑх витӗм кӳреҫҫӗ. Тутлӑхлӑ япаласемпе пуян ҫак ҫимӗҫсене çамрăкла е сахал термика мелӗпе ҫини лайӑхрах. Кун пек ҫимӗҫсен шутне симӗс ҫулҫӑллӑ пахчаҫимӗҫ (брокколи, брюссель купӑсти, шпинат), апельсин, кишӗр, хӗрлӗ пӑлхар пӑрӑҫӗ, киви, сӗт-ҫу, тинӗс пулли, ҫӑмарта, мӑйӑр, хӑмла ҫырли, иҫӗм ҫырли тата пӑрҫа йышши ҫимӗҫсем кӗреҫҫӗ.
«Ансат правилӑсене пӑхӑнни куҫсене упраса хăварма май парать», – тет Гузалия Насибуллина.
Нет комментариев