Хыпарсем

Манмаҫҫӗ...

Ӗнерхи почтăран

2026 ҫул та вӗҫленсе пырать. Кӑҫал та «Государев Амбар» общество, урӑхла каласан, Пăрăнтăк станцинйӗнче вырнаçнă элеватор, тыр çи вӑхӑтӗнче пухнӑ тырпула вырнаҫтарас, упрас, типӗтес тата ытти ӗҫсене ӑнӑҫлӑ вӗҫлерӗ. 

Чӑн та, тыр çи ӗçӗсем пуҫланнă вăхăтра çунă ҫумӑрсем йывӑрлӑх кӑларса тӑратрӗç, анчах общество ертӳçисем ӗҫе уҫӑмлӑн йӗркеленипе пурне те ӑнӑҫлӑ татса пама май килчӗ. 

Организацийӗн коллективӗ пысӑк, ҫав вӑхӑтрах пӗр шухӑшлӑ, тăрăшуллă, лартнӑ тӗллевсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать. Апла кăна та мар, коллектив ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пур енчен те пулӑшу кӳрес ӗҫе пысӑк пай кӗртет, пире, тивӗçлӗ канăва тухнисене те манмасть.

Кӑҫал та Ватӑсен кунӗн шайӗнче пире пурне те 25-шер килограмм пысăк сортлӑ ҫӑнӑх валеçсе тухрӗç. Коллектива ертсе пыракан генеральнӑй директора Василь Салахова, тӗп инженерне И.И.Алиуллина, хутăш апат цехӗн начальникне Н.Б. Бондаренкона мӗнпур пенсионерсен ятӗнчен тав тӑватӑп, ҫемье телейӗ, тăнăçлăх, ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп.

Лидия Васиярова, Пăрăнтăк станцийӗ, пенсионерка, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар ҫыннин амӑшӗ.

 


Нет комментариев