Наци тумӗсен тӗнчинче
Чи нумай вуланаканни

Наци тумӗсен тӗнчинче

Ӗнерхи почтăран

П.В.Дементьев музейӗнче, Ҫӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче вӗренекенсем хутшӑннипе, «Атӑл ҫи халӑхӗсен наци тумӗсен тӗнчинче» музей урокӗ иртрӗ. Раҫҫейри Халӑхсен пĕрлĕхĕн ҫулталӑкне халалланӑскер вăл ҫулҫӳрӗв евӗр иртрӗ.

Ачасем йӑлана кӗнӗ культура тӗнчине илӗртӳллӗ ҫулҫӳрев турӗҫ. Атӑл ҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен наци тумӗн уйрӑмлӑхӗсемпе паллашрӗҫ. Тумтир ҫыннӑн пурнӑҫ йӗркине, йӑлисене, социаллӑ лару-тӑрӑвне те мӗнле кӑтартса панине пӗлчӗҫ. Занятире чӑваш тумӗ ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрчӗҫ – шкул ачисем хӗрсем тăхăнакан тухъяна тата йӑлана кӗнӗ тумӑн ытти элеменчӗсене курчӗҫ, эрешсемпе материалсен пӗлтерӗшне тишкерчӗҫ.

Программӑна экспонатсене кӑтартасси, халӑх тумӗн тӗслӗхӗсемпе видеопрезентаци тата ыйтусене сӳтсе явасси кӗнӗччӗ. Ачасем хăйсен шухӑш-кӑмӑлӗсенче  тӗрлӗ халӑхсен тумӗсем кашнийӗн тӗрлӗрен, уйрӑмлӑхӗсем урӑхлараххи, анчах пӗр пекех илемлӗ пулнине палӑртрӗҫ.

Ҫакӑн пек уроксем шкул ачисене тӑван тӑрӑхри культурăн нумай енлӗхне лайӑхрах ӑнланма, ӑрусен ҫыхӑнӑвне туйма, тӗрлӗ халӑхсен йӑли-йӗркисене хисеплеме пулӑшаҫҫӗ.

 


Нет комментариев