Тав сăмахӗ
Хыпарсем

Тав сăмахӗ

Ӗнерхи почтăран

Эпир, Нина Николаевна Чернова, Зинаида Дмитриевна Ефремова, Валентина Дмитриевна Яновская, Кивӗ Упи ялӗнче пурӑнакансен ятӗнчен Кивӗ Упи ялӗнчи ФАП заведующине, фельдшера Диана Борисовна Михайлована чунтан тав тӑвасшӑн. 

Диана Борисовна пирӗн ял ҫыннисен сывлӑхӗшӗн кулленех чи пысӑк профессионализм, сисӗмлӗх тата тӑрӑшулӑх кӑтартать.  Вăл кирек мӗнле условире те пӗр чӑрмавсӑр медицина пулӑшӑвӗ парать, кашни пациент патне меслет тупать. 

Тавтапуҫ сире, Диана Борисовна! Сире ҫирӗп сывлӑх тата малашне те ăнăçусем сунатпăр! 

 


Нет комментариев