Ӗнер. Паян. Ыран
Отставкӑри полици майорӗ Лилия Ильшатовна Халиуллова шалти ӗҫсен органӗсене районти çутӗç пайӗнчен килет.
Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи пайӗнчи ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспектор должӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче вӑл пултаруллӑ, профессилле хатӗрленнӗ, юридици тӗлӗшӗнчен пӗлӳллӗ сотрудник пулнă май палăрать. 2005 çулхи ноябрӗн 10-мӗшӗнче ăна аслă инспектор должноçне сӗнеççӗ. Çак должноҫра та вӑл ырми-канми ӗçлет. Унӑн полици службине халалланӑ канăçсăр ӗҫ стажӗ икӗ теçетке ытла ҫула тӳрӗ килет.
Право йӗркин законлӑхне сыхлас тата ҫамрӑксене кӑмӑл-сипетпе патриотла воспитани парас ӗҫе хăйӗнчен пысӑк пай кӗртнӗшӗн Лилия Ильшатовна Халиуллова Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен министерствин, Тутарстан Республикин Шалти ӗҫсен министерствин Хисеп хучӗсемпе, «ТР Шалти ӗçсен министерствин ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен чи лайӑх инспекторӗ» кӑкӑр çине çакмалли паллăпа, Шалти ӗçсен министерствинче «Службӑра лайӑх палăрнӑшӑн» II тата III степеньлӗ медалӗсемпе, «Ҫӗпрел районне йӗркеленӗренпе 90 ҫул» юбилей медалӗпе наградăланать.
Тивӗҫлӗ канура пулсан та, Лилия Халиуллова паянхи кун та стройра. Вӑл хӑйӗн опытне ҫамрӑк специалистсене пама пӑрахмасть. Ыр кăмăллăх ӗçӗпе те интересленет, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пурлăх енчен те пулӑшать, ветерансен юхӑмне те хастар хутшӑнать.
Тӗслӗх вырӑнне, ҫулсерен «Раҫҫей Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗнче» шалти ӗçсен пайӗн ветеранӗсемпе пенсионерӗсем хушшинче спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе ӑмӑртусем ирттернине илсе кӑтартма пулать.
Кӑҫал ҫак спорт ӑмӑртӑвӗсене ТР Шалти ӗçсен министерствин ветеранӗн, полици майорӗн Лилия Халиуллован призӗсемшӗн йӗркелесе ирттерчӗç, вӑл ăмăртăва ирттерме хӑй спонсор пулăшăвӗ кăтартрӗ.
Нет комментариев