Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Врачсем — пур ҫӗрте те пурнӑҫа тӑсакансем

Травматолог Сингх Раджеш Кумар ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче

Ентешӗмӗр ятарлă çар операцине кайнăранпа 2 уйăха яхăн вăхăт иртрӗ.

Сингх Раджеш Кумара районта пӗлмен çын та çук пулӗ. Индирен килнӗ тухтӑра Çӗпрел çыннисем «факир» теҫҫӗ. Пирӗн тăрăха вăл 2008 ҫулта килнӗччӗ.

Тӗп ӗҫӗсӗр — чирлисене сипленисӗр пуҫне, вӑл район территорийӗнче ҫӗнӗ спорт тӗсне — бадминтона та йӗркелесе яракансенчен пулчӗ. Вӑл ертсе пынипе спортăн çак енӗпе интересленекен ачасем, паян вара студентсем, хӑйсен наставникӗн шанӑҫне тӳрре кӑларса, район, республика шайӗнче тата Мускава çити кайса, ăмăртусенче малти вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ. 

Нумайӑшӗ Сингх Раджеш Кумара хăйсене сыватнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ. хуçăлнă шӑмӑсене тӳрлетсе, çӗнӗрен утма ӗмӗт паракан тухтӑр вӗт-ха вăл! 

Юлашки вӑхӑтра вӑл хӑйне ятарлă ҫар операцине яма ыйтать. Ирӗк те параҫҫӗ.

— Унти лару-тăрăва каласа панисенчен кăна ăнланма пулмасть, хăвăн куҫусемпе курмалла. Ҫавӑн чухне кăна пурнăç мӗн тери хаклă пулнине ӑнланатӑн. Пурне те пулӑшас, мӗн май килнӗ таран пурнӑҫӗсене ҫӑлса хӑварас килет. «Доктор, манӑн хӗрӗм пур, ывӑлӑм... тархасшӑн пулӑшӑр!», «Доктор, мана анне кӗтет...» Ҫак сӑмахсем чӗрене пырса тивеҫҫӗ. Мӗн май килнине пурне те тума тӑрӑшатпӑр, анчах та вӑхӑтӑн ытларах пайне Турӑ хӑй татса парать. Эпир талӑкӗ-талӑкӗпе чирлисем патӗнче дежурствӑра тӑратпӑр, урама тухмасӑр ӗҫленӗ вăхăтсем те пулаççӗ, — тет Сингх Раджеш Кумар.

Медицина обору-дованийӗсем пирки калас пулсан, кăткăслăх ҫук, тет врач. Пурте: медикаментсем те, эмелсем те ҫителӗклӗ шайра. Ентешӗмӗр медицина чаҫне те ертсе пыма пуҫланă. Ӑна лейтенант званине те панӑ.

Унчченрех лӑпкӑ условисенче ӗҫленӗ специалистшӑн паянхи лару-тӑру пысӑк сăнав — опыт пулса тӑрать. Сурансем те урăхла, пациентсем те уйрӑмрах. 

— Малтанласа хӗç-пӑшал сассисем, самолетсем кӗрлени хăрушă пек туйӑнчӗ. Ăна та хӑнӑхса ҫитрӗмӗр. Тӑван енпе, ҫемьепе ҫыхӑнса тӑма та вӑхӑт нумай пулмасть, мӗншӗн тесен мобильлӗ çыхăну начар ӗҫлет, — тет пирӗн статьян геройӗ. Кирек мӗнле пулсан та, ҫывӑх ҫыннисемпе çыхăнăва кӗме тӑрӑшать.

«Тунсӑхлаттарать, тунсӑхлаҫҫӗ те... Анчах эпӗ йышӑннӑ решени, вӑл манӑн — врач тивӗҫӗ». «Хамӑр районти каччăсене куратӑр-и?», — тесе ыйтатăп унран. «Паллах, куратӑп. Эпӗ Çӗпрелӗнчен вӗт», — тет, мана хăйсем палласа илсе чӗнеççӗ, калаҫатпӑр. Кӑмӑллӑ пулса каять. Пӗтӗмлетсе каласан, унта пачах урӑхла пурнӑҫ. Пӗр-пӗриншӗн, пӗр-пӗрне пулӑшма тӑрӑшни — кашнинех тивӗҫлӗ пахалӑхсем. Кӗвӗҫӳ те, ултав та ҫук.

Кашниех хăйӗн тӑван енне чиперех таврӑнас ӗмӗтпе пурӑнать, — тет районăмăрăн çынни.
Сингх Раджеш Кумар пек тухтӑрсене, хӑйсен професси тата граждан тивӗҫне парӑннӑ ҫынсене, чӗререн тав тӑвас килет. Медиксем пире сыхлакан пирӗштисем пек: мирлӗ вӑхӑтра та, ҫапӑҫу хирӗнче те вӗсем пӗр миссие пурнӑҫлаҫҫӗ — чирлисене сиплеççӗ, вӗсен халне ҫӑмӑллатаҫҫӗ, ҫынсен пурнăçӗшӗн кӗрешеççӗ, пурăнма ӗмӗт параççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев